Ял

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ытти пĕлтерĕшĕсене Ял (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.
Ял

Ял, — пурăнан вырăн. Кунта пурăнакан халăх ытларах енĕпе ял хуçалăхĕпе çыхăннă. Ял урамсем çине пайланать.

Халăх йышĕ пысăк ялсенче темиçе пине çитме пултарать.

Чăваш чĕлхинче яллă вырăнсен тĕсĕсене темиçе тĕрлĕ сăмахпа палартас йăла çукрах. Анчах та хуттăр тата сала тенисем аталанкаланă, авă.

Чăваш ялĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăвашсем ялĕсене («ял», тĕрĕк чĕлхисенче: тут. авыл, тут. ил, крым-тут. кой) шыв хĕрринче, е çырма-çатра таврашĕнче лартнă. Чăваш Енĕн çурçĕрпе варри çĕрĕсенче пĕчĕкрех пурăну вырăнĕсем мăн ял тавра йĕркеленнĕ. Кăнтăр-тухăçĕнче — çеçенхирсенче — тата Чăваш Ен тулашĕнче ялсене юханшыв тăрăхĕн йĕрĕпе çавăрнă. Ӗлĕкхи ялта урама шутласа йĕркелемен. Килсен ушкăнĕ ăрат пуçĕн (патроними) кил йăвине йĕри-тавра хупăрланă.

XIX ĕмĕрĕн 50—80-мĕш çулĕсенче патшалăх сĕнсе хунипе тĕмĕллĕ пурăну вырăнĕсене урăхлатаççĕ: кукăр урамсене, пăралуксене, иртме хушăксене пĕтереççĕ, икĕ енлĕ тӳрĕ урам енлĕ тăваткалсем туса хураççĕ.

Пурнăç йăлипе тури чăваш ялĕсем сахал (30—70 хуçалăх) киллĕ, анатрисен тата тулашрисен ялĕсем йышлă: 1000 киллĕ, тăван çĕрĕн варринчи анат енчисен 50-300 кил çурчĕ пулать.

Чăваш Енри ялсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Енре пурĕ 1800 ял ытла. Вĕсенчен чылайăшĕ историлле чăваш ялĕсем шутланаççĕ тата вĕсенче халĕ те чăвашсемех пурăнаççĕ. Пăрачкав районĕнче чăваш ялĕсем пачах çук теме пулать, Улатăр районĕнче те нумаях мар.

Раççейĕпе илсен çапларах: Тутарстанра — 250 яла яхăн, Пушкăртстанра — 200, Чĕмпĕр облаçĕнче — 167, Самар облаçĕнче — 162, Пенза облаçĕн Çăрттанлă районĕнче — 11, Сарăту облаçĕнче — 6, Кемĕр облаçĕнче — 30 ытла, Красноярск Енĕнче — 40, Омск, Томск облаçĕсенче — кашнинче 10-шар, Ăренпур облаçĕнче — 20, Удмурт, Мари Эл, Хакас Республикисенче — 2-3-шер.

Чи ватă ялсем — Тутарстанра, Пушкăртстанра, Чĕмпĕр тата Самар облаçĕсенче. Урал леш енчи ялсем çамрăкрах. Пĕрремĕш тĕнче вăрçиччен никĕсленнĕ ялсем Красноярск крайĕнче, Кемĕр облаçĕнче пур. Кунти çынсем тăван чĕлхепе калаçмаççĕ, çапах та хăйсен халăх йăли-йĕркине пытармаççĕ.

Çĕпĕр тăрăхĕнчи чăваш ялĕсем ытларах 1930-1950 çулсенче никĕсленнĕ. Унта чăвашла калаçакансем чылай.

Чăваш Енре -кас, -касси хушма аффикспа пĕтекен ялсем питĕ нумай.

Чĕмпĕр чăваш ялĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тутарстанри чăваш ялĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пушкăрт Республикинчи чăваш ялĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Самар облаçĕнчи чăваш ялĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пенза облаçĕнчи чăваш ялĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Саратов облаçĕнчи чăваш ялĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чулхула облаçĕнчи чăваш ялĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Марий-Эл республикинчи чăваш ялĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кемĕр облаçĕнчи чăваш ялĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Красноярск крайĕнчи чăваш ялĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иркутск облаçĕнчи чăваш ялĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕмен облаçĕнчи чăваш ялĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ял тытăмĕнчи пĕрле усă куракан уйрăм объектсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ял тытăмĕнче çак çуртсене тупма пулать (хăш-пĕрисене малтан тупма пулнă):

Уйрăм çурт-йĕр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш кил йăви шутне килкарти, картиш — малти карта е килхушши тата кайри карта — анкарти кĕнĕ.

Пурăну çурчĕ (çурт, пӳрт) çумне кĕлет лартнă. Тĕрĕклĕ çĕр ĕçченĕн хуçалăхĕнче анпар, лаша вити, ĕне-сурăх вити, сарай, лăпас тата нӳхреп. Кашни тенĕ пекех чăваш килĕнче çуллахи лаç пулнă, мунчана кил йăвинчен кăшт аяккарах, çырма сăртĕнче е юханшыв çыранĕнче, хăпартнă.

Пуянрах чăваш çын икĕ пӳрт, икĕ хутлă анпар, тырă-пулă управ пӳлĕмĕсем, выльăх-чĕрлĕх карти тытса тăнă. Пуянăн кил йăвинче 30 çурта яхăн пулнă, чухăнăн — пӳртпе пăлтăр (унпа анпар туса усă курнă, çулла çавăнтах çавăрнă) тата выльăх вити. Кил картине юман хӳмепе е хирмечепе тытнă.

XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пуçласа чăваш ялĕнче ик ен тăрриллĕ икĕ е виçĕ уçалчăк хапха лартма тытăнаççĕ. Юман юписене çĕçĕпе касса пăлхар Хĕвел çаврипе е яввипе капăрлатаççĕ.

Лăпас айĕнче урапа, вăрăм урапа, кĕлте карманĕ тата çуна кĕртсе лартнă. Пуян çĕр ĕçченĕсем уяв кунĕнче лăпă кăшкарлă тăрантаспа, çурăмпа сĕвенмелли çунапа çӳренĕ, туя сăран витнĕ çурма кăшкарлă кĕмепе пынă.

Анлă саралнă пӳрт тĕсĕ — тăват хӳмеллĕ пӳрт. XIX ĕмĕрте пуян чăвашсем тăват хӳмеллĕ пӳрт, чул никĕслĕ çурт лартма пуçлаççĕ. Вăтам Атăлçипе уйрăмах Уралумĕн тавра çĕрсенче чăвашсем саманран (улăмпа тăм), çерем сийĕнчен, çаплах чулран та тăваççĕ. Тăррисене икĕ были в основном двускатными, пуянраххисен çавра пӳртсем лартаççĕ. Виттине хуйăртан, улăмран, дранки тăваççĕ, XIX ĕмĕр вĕçнелле чус, йĕс тимĕр тата черепица витме пуçлаççĕ.

Пӳрт ăшлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш хăйĕн пӳрт ăшне ансат тунă. Пăлтăр маларах пулман, чăлан çеç тунă. XIX ĕмĕр пуçламăшĕнчен чăвашсем пураллă пăлтăр касса лартаççĕ.

XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче пуян чăваш çĕр ĕçченĕсем сарлака та хăтлă пӳртсем лартма пуçлаççĕ. Тетĕмлĕ пӳрте шурă пӳрт тата ăшă пăлтăрлă кантăк чӳречеллĕ чул çурт улăштарать. Пӳртсене хулари евĕр кулленхи пурнăç йĕркисем кĕреççĕ. Йывăç тата çу çурти вырăнне майĕпен краççин лампи йышăнать.

Чăваш сĕтелĕ, кĕреки[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш сĕтелĕ пуян пулмасан та, тĕрлĕ ырăллă пулнă. Яланхи çимĕçĕ ыраш çăнăхĕнчен пĕçернĕ хура çăкăр пулнă.

Кулленхи пурнăçра чăвашсен çимĕçе ылмаштарса çиес йĕрке пулман. Пĕрремĕш çимĕç салма яшки, çăмах яшки, кĕрпе яшки, щи, çарăк яшки, XIX ĕмĕр пуçламăшĕнчен — улма яшки. Çуркунне серте, вĕлтĕрен, пултăран яшки пĕçереççĕ.

Иккĕмĕш çимĕçе пăри, урпа, сĕлĕ тата сайра хутра тулă пăттине кĕртеççĕ, сĕлĕрен, пăрçаран тата ыраш çăнăхĕнчен тинкĕлепе нимĕре кăмăллаççĕ. ХК в çĕрулми (паранкă) чăваш сĕтелĕнче чаплă вырăн йышăнать. Çимĕçсене уйранпа, турăхпа, кантăр вăрри сĕткенĕпе ĕçнĕ. Пушкăрт тата ăренпур чăвашĕсем кумăса кăмăллаççĕ.

Уяв кĕрекине чăваш хĕрарăмĕ хăпарту, хуплу, пӳремеч, йăва, хуран кукли, тултармăш, шӳрпе, шăрттан, чăкăт пĕçернĕ.

Ӗлĕк пур уявсене, чӳксене чăвашсем сăрапа ирттернĕ. Çав чухнех сăра кулленхи ĕçме шутланнă. Ăна урпа салачĕпе хăмларан пĕçернĕ.

Сумлă чăвашсем сим пыл (выдержанный медовый напиток) тата кăрчама (пыл кăрчами) ĕçнĕ.

Лаç[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш лаçĕ — тăпра урайлă тăват кĕтеслĕ маччасăр тата чӳречесĕр пура, кăмакине чулран купаланă. Çулла унта апат пĕçернĕ, сăра вĕретнĕ.

Кил хуçалăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш ялĕнче савăт ăстисем XVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче ĕçлеме тытăнаççĕ. Вĕсем чӳлмек, сĕт е сăра ĕçмелли кăкасăм (кăкшăм) чашăк-тирĕк ăсталанă.

Выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетнĕ ĕçре чăвашсем авалхи йăлапа пурăнаççĕ: этеп йĕркипе выльăх какайне тĕрлĕ виçеллĕ чукун хурансенче пĕçереççĕ. XX ĕмĕр пуçламăшĕччен тырра сăран михĕре — пĕтрере — упранă, çурăм урлă хутаç — такмак — çакса çӳренĕ.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]