Контент патне куҫ

Камикадзе

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кийоши Огава

Камикадзе (kami — «турă», «турă чунĕ»; kaze — «çил») — «турă çилĕ», тайфун, вăл икĕ хутчен, 1274 тата

1281 çулсенче монголсен Хубилай ханĕн карапсен пысăк ушкăнне Япони çыранĕсем çумĕнчех аркатнă. XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче Лăпкă океан вăрçин вĕçĕм тапхăрĕнче сиксе тухнă яппун хăйвилĕмçĕ-вĕçевçĕсене «камикадзе» сăмахпа асăнма тытăнаççĕ. «Камикадзе» — япун тейшинтай терминĕ, унпа ырирĕклĕ вилĕмçĕсене (вĕçевçĕсене çеç мар) палăртнă.

Яппунсем çак ĕç-пуçа Tokubetsu Kōgekitai (特別攻撃隊) — «ятарлă тапăну ушкăнĕ» е аббревиатурăпа Tokkō Tai (特攻隊) тенĕ. Вĕçевçĕ-хăйвилĕмçĕсене «ятарлă тапăну камикадзе ушкăнĕсем» ятпа палăртнă. Тамăрлă çарсем «камикадзе» сăмахпа яппун пĕтĕм хăйвилĕмлĕ атакисене пĕлтернĕ. Каярах çак термин пур тĕнчипе саралать, нимĕçсен зельбстопфер (ним. «Selbstopfermänner», «хăйне вилĕме пама хатĕр çын») вырăнне тата вăрçă хыççăнхи суицид, террор ĕçĕ чух та ăна асăннă.

Малтанхи истори

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1942 çулхи çĕртме, 4 Мидуэй атолл патĕнчи çапăçу хыççăн Япони Лăпкă океанри вăрçă театăрĕнче хастарлăхне çухатма тытăнать. 1943—1944 çулсенче, АПШ индустри хăвачĕпе вăйланнă тамăрлă çарсем яппун утравĕсем патнелле çывхарса пыраççĕ.

Çак вăхăталла яппун самолёчĕсем, уйрăмах истребителĕсем, пахалăхĕ енчен америкăн çĕнĕ машинисенчен, уйрăмах P51 «Мустанг» моделĕнчен, начар пулнă. Нумай çухату пулнă май пĕлӳ-хăнăху туянлăхлă вĕçевçĕсем сахалланса çитнĕ. Улăштару пайĕсем, çунăк çителĕксĕр пулнă, çавăнпа та кирек епле пысăк авиаци операцине ирттересси Японишĕн кăткăс ыйтăва куçать.

1944 çулхи утă, 15 АПШ çарĕсем яппунсен Сайпан утравĕнчи çар хваттер вырăнне туртса илеççĕ. Çакăн хыççăн АПШ инçет бомба пăрахакан авиацийĕ Японии территорине тапăнма пултарать. Сайпана хăварнă хыççăн яппун эрпӳлĕхĕ американсем Японипе хăйĕн кăнтăр-тухăç Азири нефтьпе пуян колонисем хушшинче вырнаçнă Филиппин çине куç хывнă тесе шутланă.

Чăнах та 1944 çулхи юпа, 17 американсем Сулуан утравне атакăлаççĕ — историри Лейте кӳлмекĕнчи тинĕсри чи мăн çапăçу пуçланать. Манилăра тăракан Япони тинĕс-çар вăйĕсен пĕрремĕш сывлăш флочĕ, кӳлмекре тамăр вăйĕсемпе кĕрешекен яппун карапĕсене пулăшма пырать. Пĕрремĕш сывлăш флочĕн çак саманта 40 самолёт: 34 палуба «Митсубиши Зиро», 3 торпедоносец «Накаджима B6N», бомба пăрахакан 2 «Йокосука P1Y», пĕр «Митсубиши G4M» тата пĕр çăмăл шырав-тĕпчев самолёчĕ çеç пулнă. Яппун авиацийне пурнăçламалла мар ĕç хушнă. Пĕрремĕш сывлăш флочĕн çарпуçĕ Ониши Такиджиро вице-адмирал ятарлă камикадзе тапăну ушкăнне йĕркелеме йышăнать. Юпа, 19 брифингра Ониси çапла сăмах тытнă: «Ман шутпа, пирĕн умра лартнă ĕçе пурнăçа кĕртме 250-килограмм бомбăллă «Зиро» самолёта америка авианосецĕ çине мĕнле те пулин çитермелли меслетсĕр пуçне урăххи çук. Ониси çапла «камикадзе ашшĕ» пулса тăрать.

Пĕрремĕш камикадзе

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вĕçевçĕ-камикадзе пĕрремĕш ушкăнĕсене 1944 çулхи чӳк, 20 тинĕс çар авиаци уйрăм пайĕнчен йĕркеленĕ, в которых все до одного пилоты были готовы пожертвовать жизнью ради своей страны. Пĕрремĕш камикадзе атакине 1944 çулхи чӳк, 21 австрали флочĕн флагманне, «Австрали» йывăр крейсера хирĕç ирттернĕ. 200-килограм бомба тиенĕ самолёт «Австрали» çине ӳкнĕ, бомби сирпĕнмен, крейсер шыв çинчех юлнă. 30 çын вилĕме кайнă, çав шутра карап капитанĕ те. Чӳк, 25 «Австралине» тепĕр хут тапăннă, кун хыççăн ăна юсава ăсатнă (крейсер строя 1945 çулхи кăрлачра таврăнать, вăрçă вĕçнелле «Австрали» çине пурĕ 6 самолёт-камикадзе пырса çапăннă).

Самолёт-снаряд «Йокосука MXY7 Ока» америка кĕнекинче.

1944 çулхи юпа, 25 Юкио Секи ертсе пынă камикадзе ушкăнĕ, Лейте кӳлмекĕн тухăçĕнче америкăн авианос пĕрлешĕвĕ. Пĕрремĕш «Зиро» «Сенти» кормине çапăнса, сирпĕнӳре 16 çынна вĕлерет, çулăм чĕртет. Темиçе минутран авианосец «Суони» тытăмран тухса ӳкет. Камикадзе пырса çапăннипе сиксе тухнă вут-çулама пула «Сент-Ло» авионос часах арсенала чĕтрентерет, çакăн хыççăн карапа сирпĕнтерсе ярать. Эипажри 114 çынна вилĕм çитет. Пурĕпе çак тапăнура яппунсем авиноссен пĕрне шыва путараççĕ, ĕçрен улттăшне кăлараççĕ, хăйсен 17 самолёчĕ çĕтет.

Ӳкерчĕк:G323712.jpg
Авианосец «Банкер-Хилл», камикадзе тапăнăвĕ хыççăн çунать. Вĕçев палуби çинчен пăхсан. Окинава, çу, 11, 1945

Камикадзе Окинавăшăн çапăçнă чух çав тери чылай тапăннă — атакăсене пурĕ 1465 самолёт хутшăннă.

Ака, 3 «Уэйк-Айленд» авианосеца тинĕс çар тытăмĕнчен кăларнă. Ака, 6 пĕтĕм экипажĕпе (94 çын) «Буш» эсминĕца путарнă. Çаплах «Калхаун» эсминĕца 4 самолёт вĕркĕнсе çитсе шыва путарнă. Ака, 7 «Хэнкок» авианосĕца çĕмĕрнĕ, 20 самолёта аркатнă, 72 çынна вĕлернĕ, 82 çынна амантнă.

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕччен тепĕр эсминеца шыва путарнă, тытăмран 3 авианосца, 1 линкора тата 9 эсминеца кăларнă. Çу, 4 пĕтĕмпех авианосец «Сэнгамон» борт çинчи 21 самолёчĕпе пĕрле çунса каять. Çу, 11 икĕ камикадзе лекнипе авианосец «Банкер-Хилл» çулăма кĕрет, 80 самолёт пĕтет, 391 çын вилет тата 264 çын аманать.

Окинавăшăн çапăçнă вĕçнелле америка флочĕ 26 карапа çухатать, 225 ишĕлĕннĕ, вĕсенчен 27 — авианосецсем. Американсем камикадзесенчен хӳтĕленмелли виçе ĕçне йышăннине пула яппун самолёчĕсен 90% сывлăшрах çапса антараççĕ.

Çывăх вăхăтрах, яппун самолёчĕсен шучĕ ӳксе пынипе, вĕçев аппарачĕн камикадзе валли ятарлă тĕсне шутласа хатĕрленĕ. «Накаджима Ki-115 Тсуруги» пирпе витнĕ йывăç кăшкарлă ахаль самолёт. 1920-мĕш тата 1930-мĕш çулсенчи кивелнĕ двигательсем лартнă, шассине вĕçсе хăпарсанах тепĕр хут усă курмалла пăрахса хăварнă. Темиçе çĕр самолёт хатĕрленĕ, кашни 800-килограмм бомбăна турттарма пултарнă, анчах та пĕринпе те усă курма ĕлкĕреймен.

Пĕтĕмлетӳсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Икĕмĕш Тĕнче вăрçи вĕçнелле яппун тинĕс авиацийĕ 2525 вĕçевçĕ-камикадзе вĕрентсе хатĕрленĕ, тепĕр 1387 çын çартан пынă. Яппунсем хăйсем каланипе, камикадзе атакисемпе 81 карапа шыва путарнă, 195 çĕмĕрнĕ. Американсен хыпарĕсемпе, вĕсем 34 карап çухатнă тата 288 çĕмĕрнĕ. Çакăнсăр пуçне, вĕсем америкăн тинĕс çар çыннисене питĕ хăратнă.

Яппун авиацийĕ яланах вĕçевçĕ-камикадзе çителĕклĕ пулнă, хăй ирĕклисен шучĕ пур самолётсенчен виçĕ хут чылай шутланнă. Камикадзе шутĕнче çирĕм çулхи университетсенче вĕренекенсем пулнă. Çапах та çак феноменăн тĕп сăлтавĕ Японин этеплĕхĕнче никĕсленнĕ, унăн йĕрри вăтам ĕмĕрсенчи «Бушидо» самурай йăлинчен килет. Хăйĕн тăван çĕрĕшĕн, хăйĕн Императăрĕшĕн чыспа вилĕме кĕтсе илесси — чылай çамрăк яппунсемшĕн çӳллĕ туйăм пулнă. Камикадзе Япони паттăрĕ пулнă, вĕсемшĕн таса çын вырăнне хурса храмсенче кĕл тунă, вĕсен тăванĕсене тӳрех чи чыслă-яваплă çынсен ĕретне тăратнă.

Вĕçеве тухиччен ятарлă церемони ирттернĕ, ритуал чешĕкĕпе сакепе «хачимаки» ĕçнĕ, çамка çине шурă хăю çыхса вĕçеве тухнă. Камикадзе символĕхризантема чечекĕ. Çамрăк вĕçевçĕсем Каймон (Японин кăнтăр-анăçĕ) тăвĕ çийĕн иртсе кайнă, вĕсем тăван çĕр-шывĕпе юлашки хут пăхса илсе сывпуллашнă.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]