Контент патне куҫ

Кап мулкачĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кап мулкачĕ[1][2] (лат. Lepus capensis) — мулкач йышшисем ямахатри сĕтпе ÿсекен чĕрчунсен уйрăм тĕсĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Полная иллюстрированная энциклопедия. «Млекопитающие» Кн. 2 = The New Encyclopedia of Mammals / под ред. Д. Макдональда. — М.: Омега, 2007. — С. 440. — 3000 экз. — ISBN 978-5-465-01346-8.
  2. ^ Соколов В. Е. Пятиязычный словарь названий животных. Латинский, русский, английский, немецкий, французский. 5391 назв. Млекопитающие. — М.: Русский язык, 1984. — С. 205. — 10 000 экз. — ISBN 5-200-00232-X.
Хир мулкачĕ
Хир мулкачĕ ареалĕ

Хир мулкачĕсем (карсаксем)шурă мулкачсенчен пысăкрах. Ытларах уй-хирте пурăнаççĕ, çапах та вăрманта те тĕл пулма пулать вĕсене. Ытларах тырпул уйĕсенче, çырмасенче куратăн хир мулкачне, пĕчĕк вăрмансенче, катасенче те асăрхама пулать. Кĕркунне карсака кĕрхи калча çинче тăтăшах тĕл пулатăн. Хĕлле вăрман, юханшыв, шурлăх таврашĕнче апат шыраса çӳреççĕ Хир касакĕсем, улмуççи сачĕсене те сиен кӳме пултараççĕ. Апата карсак каçхине тухать. Хăйне питĕ сыхă тытать. Кăшт хăрушăрах сас илтсенех хăлхисене тăратса итлет, çĕр çумне тĕршĕнет. Мулкачсен ура тупанĕнче тар парĕсем пур, çавăнпа та вĕсене тилĕсемпе кашкăрсем йĕрлесе тупма пултараççĕ. Карсак çакна лайăх пĕлет. Канма вытас умĕн йĕрне çухатма тĕрлĕ май шырать. Хăйĕн йĕрĕнчен темиçе метра аякалла сиксе мулкач кукăр-макăр утать, унтан тепре вирлĕ сиксе канма выртать. Пуçне хăй килнĕ йĕр еннелле туса канăç тупать вăл. Çăвăрĕсем 4-5 пулаççĕ. Амăшĕ вĕсене ĕмĕртнĕ-ĕмĕртменех апат шырама каять, анчах та инçете çӳремест, кăшт хăрушлăх пулсанах çурисем патне таврăнать. Карсаксем 7-8 çул пурăнма пултараççĕ, анчах та нумай чухне 4-5 çултан ытларах пурнаймаççĕ.