Шурлăх
Шурлăх — ытлашши нӳрĕк-йĕпеллĕ, юхса иртекен шывлă çийĕнчи пĕрмай шывсăр типçĕр пайĕ.
Шурлăхăн çийĕнче пĕтĕмпех çĕрсе кайман органикăллă япаласенчен торф пулса çитет.
Шурлăх торфĕн хулăнăшĕ 30 см сахал мар, унтан сахал пулсан — шурлăхланнă çĕр теççĕ.
Шурлăхсем ытларах Çурçĕр çурчăмăрĕнче, вăрмансенче тĕл пулаççĕ. Раççейĕн Европа пайĕн çурçĕр çĕрĕсенче, Анăç Çĕпĕрте, Камчаткăра чылай.
Шурлăхăн çутçанталăкне тĕпчеме М. В. Ломоносов тытăннă, çак ĕçре совет ботаникĕ В. С. Доктуровский чылай вăй хунă, вăлах шурлăх тĕпчевĕ ăслăлăх уйрăмне аталантарса янă.
Шурлăхăн çын пырса кĕме хăруш пайне путхах теççĕ (В. Г. Егоров сăмахсарне пăхăр).
Шурлăхсем пулса кайни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шурлăх икĕ тĕп мелпе пулса тăрать: тăпра шурлăхланнипе е шыв калăпăшне ӳсен-тăран ярса илнипе. Шурлăх пулса каймаллин пĕрмайлă кирлĕ майĕ — пĕрмай ытлашши нӳрĕклĕх.
Шурлăх ӳсентăранĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шурлăх — ботаника ăнланăвĕ çеç мар, географипе ландшафт ăнланăвĕ те пулать. Шурлăхра уйрăм тĕслĕ ӳсен-тăран çитĕнет, вĕсене геоботаника ăслăлăхĕ сăнаса тĕпчет.
Шурлăхсен паллăлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшыв пулса кайнă чух шурлăхсем паллă вырăн йышăнаççĕ.
Шурлăхсем парник эффектне чарса тăраççĕ. Вĕсем, вăрмансем пекех, «планетăн ӳпкисем» пулаççĕ.
Шурлăх тĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Айлăм — айлăмсенче йĕркеленет, тĕл пулакан ӳсен-тăран — çирĕк, хурăн, хăях (шурлăх курăкĕ), хăмăш, рогоз.
- Куçăм — хурăн, хыр, хăях, сфагновые мăк ӳсет.
- Тури — шыв лаптăкĕсен пайланăвĕсенче вырнаçнă, шывĕ хаяр йӳçĕ, ӳсен-тăран — çемçе чăрăш, багульник, кассандра, шур çырли, пушица, шейхцери. Вăл икĕ тĕрлĕ пулать:
Çутçанталăк зонисем |
|
---|---|
Типçĕр |
Арктика пушхирĕ | Антарктика пушхирĕ | Тундра | Вăрманлă тундра | Лăсăллă вăрман — Тайга | Кĕçĕн тайга | Хутăш вăрман | Çулçăллă вăрман: сарлака çулçăллă вăрман тата вĕтĕ çулçуллă вăрман | Вăрманлă çеçенхир | Çеçенхир | Çурма пушхир | Пушхир | Саванна | Субтропик вăрманĕ | Çумăр вăрманĕ | Улшăнуллă нӳрĕклĕ вăрмансем | Нӳрĕклĕ тропик вăрманĕсем — Джунгли | Типĕ тропик вăрманĕсем — Каатинга | Нӳрĕклĕ тропик вăрманĕсем: Сельва тата Гилея | Альпă | Субальпă | Вăтаçĕр тинĕс | Высотная поясность | Çыранхĕрринчисем тата шурлăхлисем: плавни, ейÿлĕх, Шурлăхсем, солончаксем, маршсем |
Тĕнче океанĕ |
Пĕве | Литоральлĕ зона / Приливно-отливная зона / Çыранхĕр зони | Мангр вăрманĕсем | Хăмăр шыв ӳсентăранĕсен вăрманĕсем | Коралл рифĕсем | Неритика зони | Континент шельфĕ | Пелагиаль зони | Океан сарăмĕ | Впадины: валашка тата рифт | Океанри вăта ту хырçисен гидротермаль çăлкуçĕсем | Паковый лёд |
Çавăн пекех | |
Биологи — Географи — Экологи |