Китай чĕлхи
Патшалăхсем: | Китай, Тайвань, Сингапур, Филиппинсем, Малайзи, Индонези, Тухăç Тимор, Таиланд, Вьетнам, Мьянма, Камбоджа, Канада , АПШ , Перу |
Рейтинг: | 1 |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Син-тибет çемьи | |
Çырулăх: | китай çырăвĕ |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | zh |
ISO 639-2: | chi (B); zho (T) |
ISO 639-3: | zho и др. |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Кита́й чĕлхи (кит. йăла 漢語, çăм. 汉语, пиньинь hànyǔ, е кит. йăла 中文, çăм. 方言, пиньинь zhōngwén — эхер çыру пирки пулсан) — тĕнчере чи анлă саралнă хальхи чĕлхесенчен пĕри.
Сарални
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Китай чĕлхи Китай Халăх Республикинче, Тайваньре Сингапурта официаллă чĕлхе шутланать. Пĕтĕм тĕнчере китайла 1,2 млрд ытла çын калаçать.
Китай чĕлхи ПНЙ 6 патшалăхĕнче официаллă тата ĕç-хĕл чĕлхи шутланать. Историлле КХР наци шутĕнчи чи йышлă хань (çĕршывăн 90 % ытла халăхĕ) чĕлхи,. Унсăр пуçне, темиçе вунпӳ миллион китайсем, хăйсен чĕлхине упраса, Кăнтăр-Тухăç Азири пур тенĕ пекех патшалăхра (Сингапурта 75 % ытла халăхĕ) пурăнаççĕ; китай диаспорин чылайăшĕ пур тĕнчипех саралнă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Китай чĕлхи хальхи чĕлхесенчен чи авалхисенчен пĕри шутланать.Çаплах унăн чи авалхи çырулăхсенчен пĕри. Китай чĕлхин иероглификине, (кана, хангыль сас палли йĕркипе пĕрле,) яппун тата корей чĕлхисенче усă кураççĕ, юлашки халĕ Корей Республикинче çеç.
Диалект ушкăнĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Китай чĕлхинче 7 диалект ушкăне: çурçĕр (北 бэй, чи йышли — 800 млн ытла калаçакан), у (吴), сян (湘), гань (赣), хакка (客家), юэ (粤), минь (闽). Диалектсем фонетикипе (ку диалектсем хушшинчи хутшăнăва чăрмантарать), лексикипа, кăштах грамматикипе уйрăлса тăраççĕ, çапах та вĕсен грамматикин никĕсĕпе сăмахсар йышĕ пĕрлĕ.
Китай çырулăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Китай çырулăхĕнче кашни иероглиф уйрăм сыпăка тата уйрăм морфемăна пĕлтерет. Иероглиф йышĕ 80 пин ытла, анчах та вĕсенчен чылайăшĕ классика китай литературин палăкĕнче кăна тĕл пулаççĕ.
- Хута малтанхи утăмра лайăх чухлакан çын 1500 паллăна пĕлет.
- 3000 иероглифа пĕлсен хаçат тата ятарлă мар журнал вулама пулать.
- Пĕр томлă икĕ чĕлхеллĕ пысăк сăмахсарсенче, яланхилле, 6000-8000 иероглиф. Çак калăпăшра сайра усă куракан иероглиф, тĕслĕхрен, авалхи ритуал япалисен е китай халăх медицини эмелĕсен ячĕсем.
- 中華字海 1994 çулта кăларнă чи тулли иероглиф сăмахсарĕнче 87 019 иероглиф.
Хальхи тапхăрти китай иероглифĕсен 2 варианчĕ пур: материкри Китайра йышăннă çăмăллатнă, тата йăлалли — Тайваньре, Гонконгра, тата хăшпĕр урăх çĕршывсенче.
Йăлапа китайсем çӳлтен аялалла çырнă, юписем сылтăмран сулахаялла пынă. Халĕ КХР ытларах горизонт йерĕпе, сулахайран сылтăмалла, европа чĕлхисенчи евĕр; вертикаль çыру йĕрĕпе горизонталь йĕрĕпе пĕрлех Тайваньре усă кураççĕ. Çапах материкри Китайра вертикаль çырăвĕпе тата реформăччен иероглификăпа халĕ те китай халăх этеплĕх йăлин семантика каçавне кăтартас тесе усă кураççĕ — ӳнер кун-çулĕн кăларăмĕсенче, арт-периодикăра тата ыт. çĕрте те.
Фонетика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Морфологипе грамматика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Антропонимика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Фразеологи майлашăвĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Китай лингвисчĕ Ма Гофань (马国凡) сĕннĕ хальхи китай фразеологинчи чи паллă классификацийĕн пиллĕк разрячĕ:
- Ченьюй (кит. йăл. 成語, çăмăл. 成语, пиньинь chéngyŭ, тӳррĕн «хатĕр пуплерĕш») — идиома.
- Яньюй (кит. йăл. 諺語, çăмăл. 谚语, пиньинь yànyŭ) — ваттисен сăмахĕ
- Сехоуюй (кит. йăл. 歇後語, çăмăл. 歇后语, пиньинь xiēhòuyǔ, тӳррĕн «касăк вĕçĕллĕ пуплешу») — недоговорка-иносказание
- Гуаньюньюй (кит. йăл. 慣用語, çăмăл. 惯用语, пиньинь guànyòngyŭ, тӳррĕн «кулленхи сăмах çаврăнăшĕ») — фразеологи майлашăвĕ
- Суюй (кит. йăл. 俗語, çăмăл. 俗语, пиньинь súyǔ, тӳррĕн «ахаль пуплев») — каларăш
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Китай-вырăс кулленхи транскрипци йĕркелĕхĕ
- Китай иероглифĕнчи йĕрсен йĕрки
- Китай чĕлхи сăмахсарĕсем
- Китай диалекчĕсен йышĕ
- Вырăс челхипе çыракан синолог йышĕ
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кожевников И. Р. Словарь привычных выражений современного китайского языка. М., 2005
- Войцехович И. В. Практическая фразеология современного китайского языка. М., 2007
- Духовная культура Китая: энциклопедия в 5 т. М., 2006 — . Т. 3. Литература. Язык и письменность. 2008. 727 с. Авторы статей общего раздела «Язык и письменность» — О. И. Завьялова и А. М. Карапетьянц, авторы словарных статей о языке и письменности — О. И. Завьялова, И. Т. Зограф, Л. Р. Концевич, А. В. Немтинова, Ф. Ю. Тавровский, Р. Г. Шапиро. Ибранная библиография работ на русском языке подготовлена В. П. Журавлевой
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Китай челхи çинчен сайт
- Задоенко Т. П. «Краткий очерк системы тонов современного китайского языка»
- Изучение китайского языка он-лайн
- Китайский язык - онлайн обучение
- Китай чĕлхи онлайн
- Китайское лингвистическое чудо — статья о языковой политике в КНР и современном китайском языкознании
Ӳкернĕ символсене тĕпчесе ăнлантарни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вĕренӳ кĕнекисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Два учебника с аудиозаписями 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
Сăмахсарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Китайские словари для программы Lingvo 2008 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Онлайн-версия Большого китайско-русского словаря под. ред. Ошанина, дополненная китайско-английскими словарями
ПНЙ официаллă чĕлхисем |
|
---|---|
Пăхăр: ПНЙ официаллă сайчĕ |
Китай чĕлхи |
|
---|---|
Субидиомсем |
гань | хакка (кэцзя) | хой (ваньнань) | цзинь | çурçĕр диалекчĕсем (гуаньхуа) | минь | пинхуа | сян | у (шанхай тата вэньчжоу) | юэ (кантон)| даньчжоухуа | шаочжоу-тухуа |
Минь субидиомĕсем |
çурçĕр минь | хĕвел тухăç минь | кăнтăр минь (тайвань | чаошань) | вăта минь | пусянь | цюнвэнь | шаоцзян |
Çурçĕрти диалектсем |
çурçĕр хĕвел тухăç | пекин | цзи-лу | цзяо-ляо | чжунъюань | лань-инь | кăнтăр-хĕвел анăç | цзянхуай | дунган |
Официаллă сăмах вĕçĕн формăсем | |
тахçанхи китай фонетики | |
Официаллă çыруллă формисем | |
Урăх формисем | |
Архаика | |
Халаплă | |
Асăрхав: урăх классификацисем те пур. Курсивпа палăртнă идиомсене пурĕ те хăй тĕллĕ тесе йышăнмаççĕ. Китай диалекчĕсен тулли ят-йышĕ |