Контент патне куҫ

Лукашенко Александр Григорьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Александр Лукашенко, Беларуç Республикин Президенчĕ

Лукашенко Александр Григорьевич (белор. Лукашэнка, Аляксандар Рыгоравіч), — 1994 çултанпа Белоруси президенчĕ. 1954 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Витебск облаçĕн Орша районĕнчи Копысь паççулкинче çуралнă.

Александр Лукашенко 1954 çулхи çурлан 30-мĕшĕнче Витебск облаçĕн Орша районĕнчи Копысь поçолăкĕнче çуралнă. Беларус[1]. Трофим Иванович кукаçи Украинăра, Сума облаçĕнче çуралнă[2]. Амăшĕ Екатерина Трофимовна Лукашенко (1924—2015), Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçиччен Могилёв облаçĕн Шкловск районĕнчи Александрия ялĕнче пурăннă, вăрçă хыççăн Оршăри йĕтен комбинатне ĕçе вырнаçнă; ывăл çуралсан, яла таврăннă та доярка ĕçне пикеннĕ[3]. Александр ашшĕсĕр ӳснĕ. Шкулта чарусăр ача пулнă, милици пăхса тăнă[4].

1975 çулта Кулешов ячĕллĕ Могилёв патшалăх университетне, 1985 çулта Белорусси ял хуçалăх академине вĕренсе пĕтернĕ. Историк, экономист.

1975—1977 çулсенче, кайран 1980—1982 çулсенче Совет Çарĕн Чикĕне сыхлакан çарсенче пулнă.

1994 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Белорусси Республикин президентне суйласа илнĕ. 2001 çулхи авăн уйăхĕнче ăна иккĕмĕш хут вăл вырăна суйланă. 2006 çулхи пуш уйăхĕнче виççĕмĕш хут суйланнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Биография Президента Республики Беларусь. çăлкуçран архивланă 15 Пуш уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 13 Пуш уйӑхӗн 2013.
  2. ^ В. Малишевский, У. Бобоед В Минск из Канады летит троюродный племянник Лукашенко. газ. «Комсомольская правда» (2003-08-12). Тĕрĕсленĕ 27 Ҫу уйӑхӗн 2012.
  3. ^ Лукашенко Александр Григорьевич (выр.), РосБизнесКонсалтинг.
  4. ^ Лукашенко признался, что в школьные годы стоял на учете в комнате милиции (выр.), TUT.BY. Тĕрĕсленĕ 24 Ҫурла уйӑхӗн 2017.

ТЕРМОЯДЕРНЫЙ ЛУКАШЕНКО

Шаблон:ИПТ патшалăхĕсен ертӳçисем