Н
Курӑнакан калӑплав
Нн, — кириллица тата латиница çинче никĕсленекен алфавитсен, чăваш алфавитĕнчи вун çиччĕмĕш саспалли. Унăн ячĕ — «нă». Вырăс çырулăхĕнчен илнĕ. Кивĕ чăваш çырулăхĕн палăкĕсенче те усă курнă.
Нн саспалли чăваш сăмахĕсен пур позицийĕсенче те тĕл пулать: нăрă, кантăр, аван. И, е, ĕ, ӳ сас паллисем çумĕнчи н сас палли çемçе н' сасса пĕлтерет: мĕн [м'ĕн], нимĕр [н'им'ĕр'], кин [к'ин'].