Контент патне куҫ

Никола Тесла

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тесла пăхăр.
Никола Тесла
серб Никола Тесла
Çуралнă вăхăт: 1856, утă, 10
Çуралнă вырăн: Смилян ялĕ, Госпич, Австри империйĕ (халĕ Хорвати)
Вилнĕ вăхăт: 1943, кăрлач, 7
Вилнĕ вырăн: Нью-Йорк, АПШ
Патшалăх:

Австро-Венгри ялавĕ Австро-Венгри /Никола Тесла /

Ăслăх сфери: Физик, инженер-механик, инженер-электрик
Ĕç вырăнĕ: Европа, АПШ
Альма-матер: Карл университечĕ
Паллă вĕренекенсем: Бернард Дж. Истлунд[1]
Паллă: Ăслай, тĕпчевçĕ
Улшăнуллă юхăм,
асинхронлă машина, магнит уйĕ,
радиоçыхăну
Чыславсемпе парнесем


Шурă Арăслан 1 степеньлĕ орденĕ
Э. Крессиан, Дж. Скотта Т. Эдисон медалĕсем[2].
Тесла палăкĕ, Ниагара Фоллс, АПШ

Никола Те́сла (серб Ни́кола Те́сла, акăл. Nikola Tesla; утăн 10-мĕшĕ, 1856, Смилян, Австри империйĕ, халĕ Хорватире — кăрлачăн 7-мĕшĕ, 1943, Нью-Йорк, АПШ) — электротехникăпа радиотехника облаçĕсенчи серб кăкĕнчен тухнă ăслайçă, ăсчах, XIX, XX ĕмĕрсенчи американ инженерĕ, физик. Австри империнче çуралнăскер Австро-Венгринче ӳссе çитĕннĕ, малашнехи çулсенче ытларах Францире тата АПШ-ра вăй хунă. 1891 çулта АПШ гражданĕ пулса тăнă[3].

Улшăнуллă юхăмпа ĕçлекен хатĕрсене, нумайфазăллă системăсене, синхронлă генератора тата асинхронлă электродвигателе туса паллăха тухнă. Çак çитĕнӳсене пула промăçлăх революциниккĕмĕш этапĕ вĕçленнĕ.

Çаплах вăл çутçанталăкра эфир пур тенипе паллă пулнă — эфир материн уйрăмла форми шутланать тесе, ăна техникăра усă курма юрать тесе нумай эксперимент лартнă.

Ăслайçă ятне магнит юхăмĕ тачăлăхĕн виçине (магнит индукцине) панă.

Радио ĕçленине кăтартсан тата «Электроюхăмсен вăрçинче» çĕнтерсен Теслăна питĕ чаплă ăслайçă, инженер-электротехник тесе хисеплеме тытăннă[4]. Тесла малтанхи ĕçĕсенче хальхи электротехника çулне уçса панă, вĕсене инновациленĕ. АПШ историнче Тесла пек ăслайçă пулман темелле, вăл массăллă культурăра тарăн йĕр хăварнă[5].

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çамрăклăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Милутин Тесла,Никола ашшĕ
Тесла çуралнă килĕ. Халĕ музей
Австро-Венгри картти. Синим отмечены упоминаемые в статье населённые пункты

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ ученик Теслы Бернард Дж. Истлунд
  2. ^ Никола Тесла — Кругосвет
  3. ^ «Tesla, Nikola». Encyclopædia Britannica from Encyclopædia Britannica 2007 Ultimate Reference Suite.
  4. ^ http://news.suc.org/people/tesla/index.html
  5. ^ Harnessing the Wheelwork of Nature: Tesla’s Science of Energy by Thomas Valone
  • Tesla's Wardenclyffe Science Center Plaque [1]
  • NikolaTesla.fr - More than 1,000 documents on Tesla