П. эрч. 129
Курӑнакан калӑплав
Пулнисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Рим республики
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Консулсем: Гай Семпроний Тудитан тата Маний Аквилий (иккĕшĕ те — плебейсем); преторсем: Гай Рубрий[1] тата Марк Эмилий Лепид.
- Аграри комиссийĕ латинсен çĕрĕсене римлянсене çес парса валеçме тытăнать. Латинсем пăхшăрханаççĕ. Халăх пухăвĕ комисси ĕçне чарса хурать.
- Сципион Эмилиан аграри саккунĕсем пирки калаçас умĕн каç Сципион вилсе каять (пăвса пăрахнă, теме пулать).
- Сципион Эмилиан вилсен Родос Панетийĕ Римрен тухса Афинăна каять, унта вăл стоиксен шкулне йĕркелет.
- Пергамра Перперна рим çарĕ хупăрланă Стратоникеяна çĕнсе илет, çĕнĕ çарпуçĕ Аквилий консул вăрçăна вĕçлет. Аристоника тыткăна лексен, Римра айăпласа вĕлереççĕ.
- Пергам Ази рим провинцийĕ пулса тăрать.
- Аквилий консул Пергам патшалăхăн пайне (Фригие) Понт патшине Митридата Аристоника хирĕç вăрçнă чухне пулăшнăшăн тесе, чăннипе сĕтев пула, парать.
- Тудитан консул япод йăхĕпе вăрçма Иллири каять, ун çумĕнче Децим Юний Брут Каллаик çарпуçĕ. Яподсене çĕнтереççĕ.
- Карнеад вилнĕ хыççăн Афинăри Академие Клитомах ертсе пырать.
Ази
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сири патшин Антиохăн çарĕсем Мидие кĕреççĕ. Пархи патши Фраат II лăпкăлăх пирки калаçу пуçлать, анчах та Антиох ыйтнисене вăл тивĕçтерме пултарайманнине тавçăрать.
- Антиоха хирĕçле мĕнпур Мидире, пархисем пулăшнипе, пăлхав çĕкленет. Экбатан патĕнче çапăçса пархисем Антиох çарне аркатаççĕ, Антиох хăй пуçне хурать. Селевкидсен патшалăхĕнчен Вавилон, Перси, Миди тата Иудея тухса ӳкеççĕ. Селевкидсен патшалăхĕ Сирие, Келесирие, Финикие тата Килики пайне кăна çитет.
- Деметрий II Никатор Антиохие таврăнать те астула ларасшăн пулать. Вăл Сирире çĕнĕ патша пулса тăрать, Клеопатра Тея каллех унăн арăмĕ пулать. Хăйĕн Антиохпа тунă ывăлне Клеопатра Тея Кизике ярать.
- Птолемей VIII Эвергет Александрие ярса илет. Унăн арăмĕ (çавах йăмăкĕ) Клеопатра II пурлаха илсе Антиохие тухса тарать те хăйĕн кĕрӳшне — Деметрие — Птолемейпе вăрçă пуçлаттарать. Деметрий çарпа икĕпат чиккине пырса тăрать, çав вăхăтра çарта тата çĕршывра ăна хирĕçле пăлхав сиксе тухать. Птолемей Сирие Антиох ывăлĕ тесе ят илнĕскерне ярать. Птолемейрен икĕпат çарĕсене тивĕçнĕ Александр Забина Деметрие хирĕçле вăрçă пуçлать.
- Иоанн Гиркан I селевкидсенчен Иудея валли тулли ирĕклĕхе çĕнсе илет.
Китай
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çуралнă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Вифа Асклепиадĕ — грек тухтăрĕ тата философĕ.
Вилнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Антиох VII Сидет
- Сципион Эмилиан
- Марк Перперна — консул.
- Карнеад — грек философĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Wiseman T. The New Men in The Roman Senate. — London: Oxford University Press, 1971. — P. 256. — № 362.
Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр |