Контент патне куҫ

Хунну

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хунну (китай 匈奴, сюнну) — авалхи юркăн халăх, пирĕн эрăччен 220 çултанпа II ĕмĕрчен Китайран çурçĕр-тухăçалла çеçенхирсене йышăнса пурăннă.

Хань китай империпе хастар вăрçнă, китайсем вара вĕсен тапăнăвĕсенчен сыхланма Аслă Китай хӳтлĕхĕ туса хунă. Китайсемпе тата сяньбипе вăрçса, çаплах хăйсем хушшинче кĕрешнине пула тăрăмлăх арканать, хунну темиçе халăха саланать. Анлă саралнă шухăшпа, хунну пайĕ Европăна çитсе, укăрсемпе хутăшса, гуннсем пулса тăнă.[1] Нумай хунну çурçĕр китайсемпе пĕрлешĕннĕ, урăххисем —сяньби халăхĕпе. Хунну пирки авалхи китай çăлкуçĕсенче çырнă. Вĕсем пурăннă вырăнсенче археологи чавĕсене тунă, çавсенчен пĕрремĕшне XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче П. К. Козлов Селенга айлăмĕнчи ноин-улин курганĕсенче ирттернĕ.

Халапла пулса тухни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

П. э III пин. çул. китайсене халапла евĕр император Хуан-ди тытса тăнă. Китайсен нĕсĕлĕсем урăх йăхсемпе — жунсемпе — «хĕрлĕ çӳçлĕ шуйтансемпе» тата ди — вĕçленеймен вăрçăра пулнă. Хуань-ди пĕрре çапăçнă «Хунь-юй» йăхĕ пирки çырнă, çак халăх жунсенчен çурçĕрелле çеçенхир çĕрĕсенче пурăннă.

Китай çăлкуçĕсене вуласан, п. э. 1764 çулта Китайра Ся ăрăвне астулран тăпăлтарнă, Чунь Вэй (淳維), Цзе ăрăвĕн Ся тăрăмĕн ывăлĕ, çурçĕре тарать, унпа пĕрле унăн майлисем те пынă. Гоби кăнтăр айăккинче хяньюнь тата хуньюй йăхĕсене тĕл пулнă та вĕсемпе хутăшса кайнă. Гоби кăнтăр айăккинче йăхĕсем Китайри авалхи монгол йыш йăхсемпе Монголие çитиччен саралнă европа йышшисенчен(ĕçлемен каçă) пулса тухнă теме те пулать (тагар этеплĕхĕ, пасăрăк этеплĕхĕ, тарим мумисем статьясене вулăр).

П.э. XIII ĕмĕрте хунну майĕпен Гоби кăнтăр айăккинчен çурсĕр айăккине куçма тытăннă. Лев Гумилёв шухăшĕпе хунну хăй тĕллĕнех куçса çӳресе выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетме вĕреннĕ тата пушхирсене каçма пултарнă. Çаплах пĕр версипе, хунну индии-европейсененчен нумай пĕлӳ туяннă та вĕсен хăнăхăвĕсене аталантарнă. Çĕнĕ вырăна куçсан хунну вырăнти аборигенсемпе хутăшса кайнă, пайĕпе вĕсене пăхăнтарнă, майĕпен классем сийĕленеççĕ.

Китай çине тапăнма пуçлани

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çурçĕрелле куçнăранпа 300 çул иртсен хунну йышĕ ӳсет, вĕсем Чжоу çине п.э. 822 çулта тапăнаççĕ. Китайсем тапăнăвне сирсе яраççĕ, урăх хунну пирки 500çул тăршшипех нимĕн те илтĕнмен. Çав вăхăтрах Монголипе Байкал лешьен çеçенхирĕсенчи вилтăпра хăми этеплĕхĕ, малтанхи хунну тапхăрĕнчи теме пулать, пытарнă вырăнти скелетсем палеоçĕпĕр тĕсе шутне кереççĕ.

Хунну тытăмлăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Хунну-китай вăрçисем

Метте шанью чухнехи хунну тытăмлăхĕ.

Китай историографинче хунну пирĕн эрăччен V ĕмĕртен маларах пулман, ун чухне вĕсем Çурçĕр Китайри вырăнти халăх çине тапăннипе вырăнти патшасем хӳтĕлев пӳллисене хăпартма тытăнаççĕ, каярах вĕсене Аслă Китай хӳтлĕхне пĕрлештернĕ. Хунну енчен килекен хăрушу III ĕмĕрте, юркăн йăхсем шаньюй-тăрăм (кит. «тӳпе çынĕ») ертсе пыракан хăватлă йăх пĕрлĕхĕ пуçтарăнсан, татах хаярланнă. Хунну патшалăхĕ сĕмне Монголипе Кăнтăр Çĕпĕрĕн чылай пайĕ, тухăçра Маньчжурирен пуçласа анăçра Памира çитиччен, кĕрсе ӳкет.

Хунну çыннисем паха юланутсем пулнă, вĕсен çарĕнче 300 пин утлă ухăçсем тăнă. Китай çарĕнчи çаврăнуçăр колесницăсем, вĕсене хирĕç тăма йывăр пулнă. Аслă Китай хӳтлĕхне туса лартни Китайăн çурçĕр çĕрĕсене хуннуран сыхланă, анчах та çак ĕçе пĕтĕмпех пурнăçа кĕртеймен. Китай элтеперĕсем юркăнсене китай пурнăç йăлине хăнăхтарасшăн хаклă парне парса та, дипломатипе те тăрмашнă, нумай китай еликĕсене хунну çулпуçĕсене качча панă.

Хунну тăрăмлăхĕ арканни У-ди император ячĕпе çыханнă, вăл хăй майлă хунну пĕтĕм тăшманне куçарать те шанью тăрăмĕн тĕшшине хĕстерсе пырать. Çак ĕçсене пула китайсем çеçенхирсенчи халăхсем пирки хăйсен пĕлӳне анлăлатнă, вĕсем çине хăйсен сĕмне анлăлатнă , хунну пирĕн эрăччен 51 çулта икĕ пая арканса каять: тухăç урти китай императорне пăхăнать, анăç уртине Вăтам Азие хăваласа янă. Çак патшалăх триумф тапхăрĕнче хань императорĕ хăйĕн влаçне хальхи Синьцзянре Ганьсу çĕрĕсене пăхăнтарнă.

Шаньюй тесе хуннсен 24 старейшинисен аслине палăртнă. Малтанах шаньюе старейшинасен съездĕнче суйланă, анчах та Метте шаньюй ăрăвне кикĕс хывать. Шаньюй суйлавĕ упранса пынă, халалра кăтартнă çĕнĕ шаньюе влаç панă чухнехи йăлана кĕнĕ

Хунну ăрачĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хуннсен виçĕ питĕ чаплă ăрат пулнă: Хуянь, Лянь, Сюйбу.

Гумилёв шухăшăвĕпе «лянь» ăрачĕ — орхидея —Шун Вэй китай тиккинчен пуçланать. Шаньюй ăратне Луань-ди тенĕ. Шаньюй арăма çак ăратсенчен кăна илнĕ. Çĕршыври паллă ĕç вырăнĕсене те çак хушаматрисене çеç куçнă, çапла Сюйбу ăратĕнче тӳресем пулнă. Урăх ăратсен хăйсен старейшинисем пулнă, вĕсем харпăр çарсем тытнă, çавăнпа та вĕсем тăрăмлăха хирĕç мар кирек епле ĕç тума та пултарнă.

Хунну чинĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Китай хроникисенче хуннсен чин кăткăс йĕрки пулни паллă. Аслă чинсене «тухăç» — аслисем тата «анăç» — кĕçĕннисем çине пайланă.

Аслă чиновниксем шаньюйĕн çывăх тăван-пĕлĕшĕ пулнă:

  • 1. Чжуки-кнеç. Тухăç Чжуки-кнеç — астула йышăнса юлнă
  • 2. Лули Кнеç
  • 3. Аслă ертӳçĕ
  • 4. Аслă Дуюй
  • 5. Аслă Данху

Ахаль чиновниксене «гудухэу» тенĕ. Паллă ăратсен чинĕсем шаньюйрен килнĕ.

Тивĕç-ирĕк

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хуннсем ахаль тивĕç-ирĕкпе пурăннă. Тӳре ĕçĕ 10 кун хушши пынă. Тапăннăшăн тата вăрланăшăн вилĕм, урăх айăп тивĕçĕ те пулнă. Метте çар айăпĕсемшĕн те вилĕмпе тивĕçтернĕ.
Патриархлă чуралăх пулнă, укçа парăм чуралăхĕ тата чуралăх сутă-илĕвĕ пирки çырни çук.

Кашни хунн çар çынни шутланнă. Хуннсен çарне ăрат палăртăвĕпе йĕркеленĕ. Китайсен хаклавĕпе, хуннсен çарĕ 300 000 юланут, ытларах утлă ухăçсем, пулнă. Çывăх çапăçура пĕр тан йышлă китай çарне хуннсем çĕнтереймен. Маневр вăрçипе кĕрешсе, тăшмана ывăнтарнă. Пĕтĕм туртса илнĕ пурлăха эткерсене валеçнĕ.

Хуннсем шаньюе куланай тӳлемен. Çапах та шаньюй пăхăнтарнă халăхсенчен парăм пуçтарма пултарнă: дунху лашапа тир панă, Туркестан оазис çĕрĕнчен пахча-çимĕç тивĕçнĕ, тангутсем тимĕр, çурçĕр йăхĕсем мамăк тирне турттарса килнĕ. Китайсем хăш чухне паха «парнесем» панă — пурçăн тата капăр япали.

Хунну Китайра

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хань патшалăхĕ хавшакланса пынă çем унăн тăрамĕсем Китайăн çурçĕр чиккисене сыхлама хăйсем майлă хунну çулмуçĕсене çавăрма тытăнаççĕ. Çак çурма китайланнă хĕçпăшаланнă йĕркелӳсем китайсене хăйсене хирĕç те темиçе хутчен те çĕкленнĕ пулнă. Хань империйĕ ӳкĕннĕ тата Виç патша тапхăрĕнче вĕсем Китай ĕçĕсене ытла та хастар кĕме тытăнаççĕ. 304 ç. хунну çарпуçĕсенчен пĕри, Лю Юань, хăйĕн çине пĕтĕм хунну федерачĕсен шаньюйĕ ята илет те Çурçĕр Хань императорĕ пулса тăрать. Çак ята тивĕçме ăна хăй Китайăн хань императорĕсенчен пулса тухни (хĕрарăм йĕррипе) панă. 329 ç. Лю Юань ăрăвне тепĕр хунну çарпуçĕ, Ши Лэ çĕнтерет.

Этнос йĕрĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Китай çĕрĕсене уйрăм хунну текĕрчĕсем IV ĕмĕр тăршшипех кĕрсе ухтарнă, анчах та V ĕмĕр хыççăн вĕсен ятне китай çалкуçĕсенче асăнмаççĕ. Çак вăхăталла çеçенхирте мăнаç этносĕ Тĕрĕк хаканлăхĕ туса хунă тĕрĕксем пулса тăраççĕ.

Тĕрĕксемпе хуннусен халах йăли пĕр пекрех пулнине курма пулать пулин те, анчах та хунну чĕлхепе тĕрĕксем шутĕнчине калама май çук, çак ыйтупа икĕ тĕп шухăш пур: «хунну тĕрĕкле» калаçнă тата «хунну пайланман тĕрĕк-монгол прачĕлхипе пупленĕ», çаплах çак этнос тĕрĕк тата иран (сак) элеменчĕсенчен пулса кайнă теме те пулать. Козлов ноин-улин курганĕсенче тупнă япаласем (сăмахран, тĕртĕм, халĕ Патшалăх Эрмитажĕнче упранать) чылай чухне Китайран, Иранран е Висантирен пулса тухни курăнать, çак вара тепĕр хут хунну халăхĕ сутă-илӳ тата дипломати ĕçĕ анлă саралнине асăрхаттарать, çаплах, этнос йышĕпе кăткăс пулнипе кăтартать.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Монгол кăкĕн этносĕсем