Параппан
Параппан (тĕрĕк сăмахĕнчен пулса тухнă, пулас) — кĕмсĕртӳллĕ кĕвĕ хатĕрĕ, мембранофон.
Чылай халăхăн инструменчĕ. Параппан шутне йывăç (е металлă) пушă цилиндрлă резонатор-корпус е хашака (рамă) çине икĕ (е пĕр) енчен сăран мембранăсене туртса çирĕплетнĕ (сасăн çӳллĕшне туртăвĕпе улăштарма пулать).
Сасса мембранăна йывăç шаккан çемçе вĕççипе, патакпа, алăпа, хăш чух сĕркелесе кăлараççĕ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Параппан авалхи Шумерте — пирĕн эрăччен 3000 çул маларах — пулни паллă. Месопотамире археологи ĕçĕсене ирттернĕ чух авалхи çапмалли пĕчĕк цилиндр инструментсене тупнă. Авал параппан çивĕч хыпара саспа çитермелли хатĕр пулнă, çаплах ăна ритуал ташисене, вăрçă-харçă çаврăнăвĕсене, тĕн мешехисене ирттернĕ чух кĕмсĕртеттернĕ. Европăна параппан Çывăх Тухăçран килет.
Тĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мăн параппан (турккă параппанĕ) — икĕ енлĕ, сайра пĕр енлĕ.
Пĕчĕк параппан
Там-там е том-том — африка параппанĕ.
Параппан тăвакансем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Параппансене Японире (Yamaha, Roland), АПШ-ра (Alesis, Drum Workshop) ăсталаççĕ, кăштах Европăпа (Simmons) Тайваньре (Taye, WorlMax, Mapex).
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кĕмсĕртӳллĕ хатĕр
- Кĕмсĕртеллĕ кĕвĕ хатĕрĕсен тĕсĕсем 2008 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Джембе, дарбука 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.