Контент патне куҫ

Сăвăр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сăвăр

Сăвăр (лат. Marmota) — кăшлавçăсен (Rodentia) отрядĕнчи (уртинчи) пакша йышшисем (Sciuridae) ямахатри чĕрчунсем[1].

Сăвăр (лат. Marmota) — сĕт çитерекен пакша евĕрлĕ кăшлакан чĕрчун. Сăвăр кĕлетки тăршшĕ 50-58 сантиметр, йывăрăшĕ 4-6 килограмм пулать. Сăвăрсем çемьепе шăтăкра пурнаççĕ. Шăтăк тарăнăшĕ 2-3 метра çитет, тăршшĕ вара 10 метртан та иртме пултарать. Кĕркунне шăтăкне питĕрсе çывăрма выртаççĕ. Çуркунне вăрансах чупаççĕ. Сăвăр ами 40-42 кунран 3-5 çура тăвать. 26 кунран çурасем курăк çиме тытăнаççĕ. Наркăмăшлă курăксемсĕр пуçне нимĕнле ÿсен-тăрана та тиркемеççĕ. Сăвăрсем 10-12 çул пурнаççĕ. Пирĕн патăрта вĕсем ĕлек пайтах пулнă. Хальхи вăхăтра сăвар ятарласа килсе янă хыççăн кăна тепĕр хут ĕрчеме пуçланă. Паянхи куна сăвăр колонийĕсем Патăрьел тата Çĕрпÿ районĕсенче пур.

Сăвăр

Классификаци

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Алтай сăвăрĕ Marmota baibacina
  • Байбак Marmota bobak
  • Marmota broweri
  • Шуралнă çăмлă Marmota caligata
  • Камчатка сăвăрĕ Marmota camtschatica
  • Хĕрлĕ сăвăр Marmota caudata
  • Сар хырăмлă сăвăр Marmota flaviventris
  • Гималай сăвăрĕ Marmota himalayana
  • Альп сăвăрĕ Marmota marmota
  • Мензбир сăвăрĕ Marmota menzbieri
  • Вăрман сăвăрĕ Marmota monax
  • Олимп сăвăрĕ Marmota olympus
  • Тарбаган, Монголи сăвăрĕ Marmota sibirica
  • Ванкувер сăвăрĕ Marmota vancouverensis

Сăвăр кунĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1886 çултан АПШра нарăсăн 2-мĕшĕнче Сăвăр кунĕ паллă тăваççĕ.Çак куна сăвăр шăтăкĕнчен тухнине сăнаса хĕл тăршшĕне пĕлеççĕ.

  1. ^ Сурок // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.