Санта-Крус (утрав, Галапагос)
Санта-Крус | |
---|---|
Ят никӗсӗ | Пурнăç паракан Хĕрес, HMS Indefatigable[d], Генри Говард, 6-й герцог Норфолк[d], Говард, Генри, 7-й герцог Норфолк[d] и Климент I[d] |
Патшалӑх | |
Администраци вырӑнӗ | Пуэрто-Айора[d] |
Административлӑ-территориллӗ пай | Галапагос[d] |
Вӑхӑт тӑрӑхӗ | UTC−6[d] |
Шыв хӗрринче вырнаҫӑвӗ | Лăпкă океан |
Ҫутҫанталӑк объекчӗ шутӗнче | Галапагос[d] |
Халӑх йышӗ |
|
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш | 864 метр |
Тӑршшӗ |
|
Сарлакӑшӗ | 31 km |
Лаптӑк |
|
Медиафайлы на Викиампар |
Санта-Крус (исп. Isla Santa Cruz) — Исабела хыҫҫӑн пысӑкӑшӗпе иккӗмӗш тата Галапагос утравӗсенчен чи йышлӑ пурӑнакан утрав. Британсем утрава Индефатигабл (акăл. Indefatigable), HMS Indefatigable линиллĕ карапа чысласа, ят панӑ [1].
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вулканран пулса кайнӑ утрав ҫаврака формӑллӑ темелле. Лаптӑкӗ 985,55 км², чи ҫӳллӗ вырӑнӗ тинӗс шайӗнчен 864 м вырнаҫнӑ.
Утрав варринче выртакан туллӑ-сӑртлӑ плато ҫинче сӳннӗ вулкансем, сӑртлӑ ландшафтсем, тӗрлӗ ӳсентӑрансемпе чӗрчунсен тӗнчи вырнаҫнӑ. Санта-Крус геологи уйрӑмлӑхӗ шутне пӗтӗмӗшле тенӗ пекех сыхланса юлнӑ 2 ҫухрӑм тӑршшӗ тата 10 м яхӑн ҫӳллӗш лава тоннелӗ кӗрет.
Халăх йышă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Санта-Крус кӑнтӑр ҫыранӗнче Пуэрто-Айора утравӗн административлӑ тӗпӗ пур, унта 12 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Ку Галапагос архипелагӗн чи пысӑк хули те. Пуэрто-Айора тӗпчев станцийӗ вырнаҫнӑ, ӑна Чарльз Дарвин паллӑ ҫутҫанталӑк тӗпчевҫин ятне панӑ.
Туризм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Утрав ҫыннисен тӗп ӗҫӗ — туризм сфери.
Сӑнсен пуххи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Пуэрто-Айора
-
Лава тоннелĕ
-
Tortuga Bay пляж
-
Галапагос тимӗр шапи El Chato заповедникӗнче
-
Утрав ҫинчи тинӗс игуани
Ҫавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӑнлантарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Санта-Крус (остров, Галапагос) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |