Синг-Синг
Синг-Синг (акăл. Sing Sing Correctional Facility) | |
Вырнаçнă | Оссининг, Нью-Йорк штачĕ, АПШ |
---|---|
Координатсем | 41°09′06″ с. ш. 73°52′08″ з. д.HGЯO |
Хальхи статус | ĕçлет |
Хăрушсăрлăх режимĕ | максималлă |
1826 | |
New York State Department of Corrections and Community Supervision | |
Майкл Капра |
1826
Синг-Синг тĕрми (акăл. Sing Sing Correctional Facility) — Оссининг хулинчи (Нью-Йорк штачĕ, АПШ). максималлă хаяр режимлĕ тĕрме. Нью-Йоркран 48 км çурçĕрелле, Гудзон.юханшывăн хĕрринче вырнаçнă. Тĕрмене Синг Синг ялĕн ятне панă, этимологи енĕпе «Sint Sinks» (‘чул çинче чул’) индей сăмахĕнчен тухать[1]. 1700 яхăн пиçилевçĕне хупмалăх вырăн пур. 1825 çулта тунă тĕрме камерисен тахçанхи корпусĕнче музей тăвасшăн.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕрмене 1825 çулта Элам Линдс архитектор тата пăхакан проекчĕпе туса лартнă. Хӳмисене юнашар карьерти мрамортан хăпартнă. Тĕрмене туса пĕтерсен карьера тӳрлетӳ-каторга ĕçĕн тĕп вырăнĕ шутланнă. Тĕрме 1828 çулта ĕçлеме тытăннă, Линдс тĕрмен пĕрремĕш директорĕ пулнă.
Тĕрмере питĕ çирĕп дисциплина пулнă, тĕрмере питĕ шăп лармалла пулнă. Çакна пăснăшăн хĕненĕ. Çаплах сивĕ шыва кĕртнĕ, карцере пĕр-пĕччен хупни, т. ыт. те. Ларакансем вара 1861 çулта пăлханса кайнă, ăна салтаксем пусарнă.
1935 çулта тĕрмене совет çыравçисем Ильф тата Петров çитсе курнă. Çак визита вĕсем хăйсен «Пĕр этажлă Америка» документ-сатирăлла романĕнче, «Электрика пуканĕ» пайĕнче çырса кăтартнă[2].
Синг-Синг тĕрмере сахал мар электрика пуканĕ çинче айăпласа вĕлернĕ. Вĕлернисем шутĕнче шпионаж ĕçне хутшăннă Джулиус и Этель Розенбергсем, Альберт Фиш, Раймонд Фернандес, Марта Бек маньяксем, Луи Бухальтер мафиозо пулнă. 1963 çулта Нью-Йорк штачĕ айăпласа вĕлерессине пăрахăçланă хыççăн çак экзекуцие тумаççĕ.
Галерея
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Тюрьма в 1863–1885 гг.
-
Камера
-
Электропукан, Синг-Синг тĕрме.
-
Синг-Сингăн кивĕ корпусĕ, 1938 ç.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Федор Шаляпин Страницы из моей жизни. — М.: «Музыка», 1990. — 50000 экз. — ISBN 5-7140-0278-4
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Crime Library profile of Sing Sing Prison http://www.crimelibrary.com/notorious_murders/famous/sing_sing/index.html 2007 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Ильф и Петров. «Одноэтажная Америка»
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Синг-Синг — статья на agentura.ru 2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Путешествия по тюрьмам мира: Синг-Синг 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.