Сири (рим провинцийĕ)
Сири — Рим провинцийĕ пулнă. Ăна П. эрч. 64 çулта Помпей, Виççĕмĕш Митридат вăрçинче çĕнтернĕ хыççăн, хушнă. Рим йышĕнче, кайран Висантире, çиччĕ ĕмĕр тăршшĕ, 637 çулчен, арапсем çĕнтерсе иличченех, пулнă.
Принципат тапхăрĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сири çарĕнче виç легион тăнă, вĕсем пархисен чиккине хӳтĕленĕ. 69 ç. сири çарĕсем Веспасиан çĕнĕ императора майлă тăнă.
II ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пуçласа темиçе чыслă сири çынни Рим сенатне кĕнĕ, сăмахран, Тиберий Клавдий Помпеян тата Гай Авидий Кассий. 193 ç. провинцирен Хăвăллă Сири уйрăлать. III ĕмĕрте сирисем Север арăвĕсен император влаçĕ айне кĕреççĕ. 260 - 273 çç. Сири Пальмира патшалăхĕнче.
Доминат тапхăрĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Диоклетиан реформи хыççăн иккĕ провинцийĕ те Восток диоцез йышне кĕрет[1]. 330 – 350 çç. Хăвăллă Сирин Ефратăн анăç çыранĕнчи тата малтанхи Коммагена облаçĕн çĕрĕсенче Евфрат провинцине (Иераполис тĕп хула) туса хунă. Каярахпа, 415 ç. хыççăн, Хăвăллă Сири Syria I (тĕп хули — Антиохия, тата Syria II (тĕп хули — Апамея-Оронте-çинчи) çине пайланнă.
Висанти тапхăрĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]528 ç. император Юстиниан I иккĕ провинцин территорисенчен çыран хĕрринчи Феодори провинцине туса хурать[1]. Регион Висанти империнче паллă шутланнă. 609 – 628 çç. ăна Сасанидсем ярса илнĕ, кайран император Ираклий I тавăрнă, анчах та тепĕртакран каллех мăсăльмансем 637 çулта Ярмук патĕнчи çапăçу тата Антиохи парăннă хыççăн çĕнтерсе илнĕ.[1]
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1, 2 тата 3 Шаблон:Кĕнеке:ODB
Шаблон:Рим республикин провинцисем
Рим империн провинцисем ( 117 çул тĕлне.) |
|
---|---|
Ази • Аквитани • Коттские Альпы • Пеннинские Альпы • Приморские Альпы • Каменистая Аравия • Эрмени • Ассири • Африка • Ахея • Белгика • Бетика • Британи • Тури Мёзи • Вифиния тата Понт • Галатия • Лугдун Галлийĕ • Нарбон Галлийĕ • Анатри Германи • Тури Германи • Даки • Далмаци • Икĕпат • Тарракон Испанийĕ • Итали • Иудея • Каппадоки • Килики • Кипр • Корсика тата Сардини • Крит тата Киренаика • Лики тата Памфили Лузитани • Мавретания Тингитанская • Мавретания Цезарейская • Македони • Месопотами • Анатри Мёзи • Норик • Тури Паннони • Анатри Паннони • Реция • Сири • Сицили • Фраки • Эпир |