Текумсе вăрçи
Текумсе вăрçи (акăл. Tecumseh's War) е Текумсе пăлхавĕ (акăл. Tecumseh's Rebellion) — 1811-1812-мĕш çулсенчи АПШн ĕлĕххи çурçĕр-хĕвеланăçри Уильям Гаррисон Индиана губернаторĕ ертсе пынă АПШ çарĕпе шауни индей йăхĕнчен тухнă çврпуçĕ Текумсе ертсе пынă Текумсе конфедерацийĕ тенĕ тĕрлĕ индей йăхĕсен пĕрлешÿллĕ çарĕ хушшинчи хĕçпăшаллă хирĕçÿ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1811 çулхи чӳк уйăхĕн 7 Типпекану патĕнчи çапăçу пулса иртнĕ, американсем çĕнтернĕ, Профетстаун хулине çунтарса янă. Уильям Гаррисон хăйĕн çарĕпе Винсенса таврăннă.Текумсе конфедерацийĕшĕн вăл питĕ йывăр пулнă; Тенскватава хăйĕн нумайĕш çыннисене тата пиччĕш шанăçне çухатнă. Текумсе хăй индей пĕрлешĕвне çĕнĕрен ура çине тăратма тăрăшсан та конфедерацийĕ хăйĕн малтанхи вăйне кĕреймен.
Анкăл-американ вăрçи пуçлансан, Текумсе хăйĕн çарĕпе британ çарне кĕрет. Унăн çарçыннисем британсем Детройта хăйсен аллине илме пулăшнă, Текумсене хăйне британ çарĕн бригада генералĕ туса хунă.
Текумсе 1813-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче çара аллă кĕрешÿре, çурçĕр Канадари Темс юханшывĕ патĕнчи çапăçура паттăрла вилнĕ. Ун хыççăн индей йăхĕсен пĕрлешĕвĕ арканнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- A. J. Langguth. Union 1812: The Americans Who Fought the Second War of Independence. — New York: Simon & Shuster, 2006. — ISBN 0743226189.
- Robert M. Owens. Mr. Jefferson's Hammer: William Henry Harrison and the Origins of American Indian Policy. — Norman, Oklahoma: University of Oklahoma Press, 2007. — ISBN 9780806138428.
- Mark C. Carnes, Yanek Mieczkowski. The Routledge Historical Atlas of Presidential Campaigns. — New York, NY: Routledge, 2001. — ISBN 0415921392.