Контент патне куҫ

Тупă

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Джайван туппи — 1720 ç. шăратса тунă, кустăрмаллă тупăсенчен тĕнчери чи пысăкки шутланать

ТупăАртиллери пăшалĕн тĕсĕ.

гаубицăпа тупă кĕпçин тĕслĕхлĕ чикки вулан 25 калибăр вăрăммăшĕ пулать. Кĕпçе тăршшĕ кĕпçин 25 калибăрĕнчен пĕчĕкрех пулсан, кĕпçе гаубица вырăнне кĕрет; чылайрах чух пулсан — тупă пулать.

Тупăсен тĕсĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Карап кĕпçи

Паллă тупăсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тупă-патша
  • Патша-Тупă — вырăс шăрату ăсталăхĕн шедеврĕ, Андрей Чохов лаççинче шăратса тунă. Хăйне туса хатĕрленĕ саманта тĕнчери чи калăплă артиллери кĕпçи шутланнă.
  • Атăм туппи
Боеприпасы для пушек XVIII века

Пĕрремĕш тупăсене ("Fire lances") Китайра бамбукран туса хатĕрленĕ. Весем пирки 1132 çулта çырни пур. Мортарсем çинчен пĕрремĕш хут Монголсем Сун династийĕпе 1268-1279 çулсенче вăрçă чух асăннă.

Тупăсем пирки арапссен 4 алçырăвĕ (аль-Макхзун манускрипчĕсем) пур, пĕри Санкт-Петербургра упранать, иккĕшĕ – Париcра тата тăваттăмĕшĕ – Стамбулра. Çырăвĕсене 1320 çулта тĕкĕпе чĕрнĕ, вĕсенче кăтартнă йăтса çӳремелли тарăпа пемелли тупă хальхи тупăсенчен ытлах уйрăлу çук.

XIV ĕмĕр хушшинчи артиллерии аталанăвĕ мамлюк династипе çыхăннă. Мăсăльмансем артиллерии вăйне монголсемпе çапăçнă чух усă курма пуçланă (чаплă Айн-Галут çапăçăвĕ). Испанире мăсăльмансем тупăсене Севильăна (1248), Гренадăна (1319), Альбасетăна (1324) хӳтĕленĕ чух, Хескарпе Мартос (1325), Аликанте (1331) тата Альджезирас патĕнчи (1342-1344) çапăçусене ĕçе кĕртнĕ.

Дж. Партингтон çакăн пирки тĕрĕсех çырать:

«Испани артиллерии историйĕ арапсен артиллерии историйĕпе танлашать, çаплах арапсемех çулăмлă пăшала та Испание илсе килнĕ, унтан вăл Италине, Францине тата Германие лекнĕ».

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]