Улугуру
Улугуру | |
---|---|
Ту хысакӗ | Восточный рифт[d] |
Ят никӗсӗ | Лугуру[d] |
Патшалӑх | |
Административлӑ-территориллӗ пай | Морогоро[d] |
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш | 2630 метр |
Медиафайлы на Викиампар |
Улугуру (акăл. Uluguru Mountains, суахили Milima ya Uluguru) — Танзанири тусем.
Пӗтӗмӗшле сӑнлани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Улугуру тӑвӗсем 50 километр ытла тӑсӑлаҫҫӗ. Ту хырҫисен чи ҫӳллӗ вырӑнӗ — Кимханду тӑвӗ (2646 м)[1]. Вӗсен таврашӗнче 50 яхӑн ял вырнаҫнӑ, вӗсенче 150 пин ытла ҫын пурӑнать.
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Улугуру тӑвӗсем Инди океанӗн ҫыранӗнчен 200 километр анӑҫалла, Танзанин Морогоро провинцин ҫӗрӗсем ҫинче вырнаҫнӑ. Ҫурҫӗр енче вӗсем Морогоро хулинчен пуҫланаҫҫӗ, кӑнтӑр енче Селус наци паркӗ патӗнче вӗҫленеҫҫӗ. Ку тусенче Багамойо хула патӗнче Инди океанне юхса кӗрекен Руву юханшыв пуҫланать.
Ҫутҫанталӑкпа климат
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Улугуру ту хырҫи вырнаҫнӑ районта шӑрӑх та питӗ нӳрӗ климат, кунта ҫумӑр час-часах ҫӑвать. Улугуру тӑвӗсен хӗвелтухӑҫ енчи тайлӑмӗсенче ҫулсерен 3000 мм таран нӳрӗк ӳкет.
Тусем ҫӑра тропик вӑрманӗсемпе витӗннӗ, Тухӑҫри Африкӑра вӗсем чи ваттисем шутланаҫҫӗ. Кунта сайра тӗл пулакан флорӑпа фауна тӗсӗсем тӗл пулаҫҫӗ. Чӗрчунсен 30 яхӑн тӗсӗ тата ӳсентӑранӑн 200 яхӑн тӗсӗ ҫак тусенче кӑна пур. Сыхлав ӗҫӗсене ирттернине пӑхмасӑр Улугурури реликтлӑ тропик вӑрманӗсене час-часах йӗркене пӑсса касаҫҫӗ, ҫакӑ вара урӑх ниҫта та тӗл пулман ҫутҫанталӑк тавралӑхне сиен кӳрет: кунти тӑпра ҫийӗнет, час-часах тавралӑха шыв илет.
Ӑнлантарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Улугуру статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |