Контент патне куҫ

Фишгард десанчĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Фишгард Уэльс картти çинче.

Фишгарда тапăнни (фр. Bataille de Fishguard) — Пĕрремĕш коалици вăрçин тапхăрĕнче 1797 çулхи нарăсăн 22-24-мĕшĕсенче революциллĕ Францин вăйĕсем Аслă Британи территорине тинĕсрен ярса илес хăтланăвĕ. Франк-ирланд коалицин десанчĕ ăнăçу тупайман, хăйсен йышĕ (1400 çын тăмарсен, 700 çын британсен) чылаях пулсан та.

Пĕрлехи хыпарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1797 çулхи нарăс, 22нарăсăн 22-мĕшĕнче Уильям Тейт ирланд çынĕ ертсе пынă франс Хура легионĕ Уэльсри Фишгард патĕнчи Каррег-Уастад сăмсахĕнчен инçех мар карапсем çинчен çырана аннă. Каудор лорд пуçтарнă пембрук йоменĕсемпе тинĕсçисемпе партизансем çăвсене хирĕç хаяр çапăçнă. Çăпла вара франс фрегачĕсене иккĕшне те ярса илнĕ, каярахпа пĕрне патшалăх ТÇФ йышне HMS Fishguard ятпа хĕсмете тăратнă. Кампани вара çапла путланнă.

Ют патшалăх çак утрав çине кĕресси юлашки хăтланăвĕ пулнипе Фишгард патĕнчи пулăмсене анкăл кун-çулĕнче «юлашки тапăнса кĕни»[1] тенĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Пĕрремĕш коалицин çапăçăвĕсем (1792—1797)