Фукусима-1 АЭС-ĕнчи авари
'Фукусима-1 АЭС-нчи авари —2011-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче çĕр чĕтренĕвĕ тата цунами [1] хыççăн пулса иртнĕ анлă йĕр хăварнă[2], официаллă çынсем каланă тăрăх INES шкалипе 5-мĕш шайри радиаци аварийĕ .
Хроника
[тӳрлет | кодне тӳрлет]пушăн 11-мĕшĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕр чĕтренĕвĕ вăхăтĕнче 3 ĕçлекен энергоблока штатлă ĕçленĕ автоматика сыхлавĕ ĕçлеме чарнă. Анчах пĕр сехетрен çĕр чĕтренĕвĕ хыççăн пулнă цунами пирки станцине электричество çитме прахнă (çав шутра авари дизель генераторĕсенчен)., [3][4][5][6]. Электричество сӳнтернĕ реакторсенче тухакан ăшша илме кирлĕ. Вэй — Вигнер формулипе килĕшӳллĕн, çак ăшă реактора сӳнтерсен малтанхи çеккунтсенче чаричен кăларнă ăшă хăвачĕн 6,5 %, тепĕр сехетрен 1,4 % яхăн, çулталăкран - 0,023 % [7]. Резерври дизель электростанцийĕсене çухатсанах станци хуçи, TEPCO компани Япони правительствине авари ситуациĕ çинчен пĕлтернĕ. Çавăн хыççăн чи малтанхи тĕллев — авари системине электричествопа тивĕçтересии пулса тăнă, çавăнпа станцийе мобиллă генераторсем илсе килме йышăннă. [6][8]. Реакторсене сивĕтсе ĕлкĕреймен пирки виçĕ ĕçлекен реакторта та шыв шайĕ чакма, пусăм ӳсме тытăнна. Чи малтан 1-мĕш энергоблокра ситуации йывăрланнă. Реактор пысăк пусăмпа çĕмĕрсенрен пăса гермооболчкăна кăларнă, унта пусăм 840 кПа (проектпа 400 кПа таран) çитнĕ. Гермооболочкине аркатас мар тесе унти пăса атмосферăна кăларса янă, çăв вăхăтра TEPCO тата МАГАТЭ пăса радионуклидсенчен фильтăрлама шантарнă. Пусăм чакнă, анчах çăв вăхăтра активлă зонăра циркони пăспа реакципе кĕнĕ хыççăн пулнă водород реактор уйрăмĕн обустройкине тухнă[6][8].
пуш, 12
[тӳрлет | кодне тӳрлет]UTC вăхăчĕпе 6:36 1-мĕш энергоблокра водород сирпĕннĕ, бетон консртукцийĕсен пĕр пайĕ ӳкнĕ. [9]. Реактор корпусĕ çĕмĕрĕлмен, анчах тулаш витти арканнă. Станцинче ĕçлекен 4 çын аманнă, вĕсене пульницăсене ăсатнă [10]. Сирпĕннĕ хыççăнах станцинчи радиаци шайĕ 1015 мкЗв/сехет çитнĕ, 4 минутран 860 мкЗв/сехет, 3 сехет те 22 минутран— 70,5 мкЗв/час[11]. Куçса çӳрекен лабораторисем станцин промполщадкин тулашĕнчен илнĕ пробăсенче цези изотопĕсене тупнă, анчах мĕн чухлине пĕлтермен. Ку хăшпĕр ТВЭЛсен çийĕсем пăсăлнине пĕлтернĕ [4][12]
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Japan Earthquake Update (12 March 2011 2110 CET) (акăлч.). IAEA Alert Log. IAEA. Тĕрĕсленĕ 12 Пуш уйӑхӗн 2011.
- ^ Международная шкала ядерных и радиационных событий. IAEA. Тĕрĕсленĕ 18 Пуш уйӑхӗн 2011.
- ^ Япония — ситуация берётся под контроль. AtomInfo.ru. Тĕрĕсленĕ 12 Пуш уйӑхӗн 2011.
- ^ 1 тата 2 Япония - сводка, 12.03.2011, 13-00 МСК. AtomInfo.ru. Тĕрĕсленĕ 12 Пуш уйӑхӗн 2011.
- ^ Четвёрка!. AtomInfo.ru. Тĕрĕсленĕ 12 Пуш уйӑхӗн 2011.
- ^ 1, 2 тата 3 Announcements = IAEA Alert Log (акăлч.). IAEA. Тĕрĕсленĕ 13 Пуш уйӑхӗн 2011.
- ^ Кириллов П. Л., Богословская Г.П. Тепло-массообмен в ядерных энергетических установках. — Мускав: Энергоатомиздат, 2000. — С. 324. — 1000 экз. — ISBN 5-283-03636-7
- ^ 1 тата 2 Battle to stabilise earthquake reactors (акăлч.). UPDATE 14: 23.44 pm GMT. World Nuclear News. Тĕрĕсленĕ 13 Пуш уйӑхӗн 2011.
- ^ Hydrogen may have caused Japan atom blast-industry 2011 ҫулхи Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Уровень радиации не повышен после взрыва на АЭС «Фукусима-1» в Японии
- ^ Media updates on nuclear power stations in Japan (акăлч.). American Nuclear Society. Тĕрĕсленĕ 12 Пуш уйӑхӗн 2011.
- ^ URGENT: Concerns of core partially melting at Fukushima nuke plant (english)
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Экологи» порталĕ |
«Электричество» порталĕ |
«Япони» порталĕ |
- Катастрофа на АЭС «Фукусима» — комментированный анализ на портале «Ядерная физика в Интернете» (выр.)
- Видеозапись взрыва АЭС. Вести.ру 2011 ҫулхи Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Веб-камера, отслеживающая ситуацию на АЭС Фукусима I (яп.)
- Хронология снимков с веб-камеры на АЭС Фукусима I 2011 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Описание энергоблока АЭС с реактором BWR-3 (акăлч.)
- Japanese Nuclear Emergency: EPA's Radiation Air Monitoring(акăлч.)
- Атоминфо сайтра авари çинчен(выр.)
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице