Хальхи вăхăт
Хальхи вăхăт, — ĕç каланă вăхăтра пулнине кăтартакан вăхăт. Хальхи вăхăт форми глагол тĕпĕ çумне -ат (-ет) аффикс хушăннипе пулать, ăна хальхи вăхăт аффиксĕ. теççĕ.
Уçă сасăсемпе пĕтекен глаголсем çумне -ат (-ет) аффикс хушăннă чухне морфемăсен чиккинче тĕрлĕ улшăнусем (пĕр уçă сасă тухса ӳкни, хупă сасă кĕрсе ларни) пулса иртеççĕ:
- вула+ат+ăп > вулатăп;
- çи+ет+ĕп > çиетĕп (çийэтĕп)
- çу+ат+ăп > çă+в+ат+ăп > çăватăп.
Хальхи вăхăтăн хирĕçлев аспекчĕ -мас (-мес) аффикспа пулать: вуламастăп, пĕлместĕп. Р сасăпа пĕтекен вунă глагол (пар, пер, тăр, тата ыттисем) тĕпĕнчи Р сасă хирĕçлев аспектĕнче тухса ӳкет: пар— памастăп, йĕр— йĕместĕп, пер— пеместĕп.
Хальхи вăхăт формин пĕлтерĕшĕсем:
- каланă чух пулакан ĕçе (Питĕ тĕрĕс калать Михаç, — ырларĕ мана Гриша);
- хăй майĕпе ялан пулса пыракан ĕçе (Ача-пăча пӳрт тултарать. Атăл Каспи тинĕсне юхса кĕрет);
- каланă хыççăн пулакан ĕçе, ун чухне вăл пулас вăхăт форми пелтерĕшлĕ (Ыран эпир экскурсие каятпăр).
Хальхи вăхăт форми пур глагол тĕпĕсенчен те пулать.
Çавăн пекех хальхи вăхăт формисем "хĕсĕнсе" кĕскелме пултарнине те каласа хăвармалла. Калăпăр, кулленхи калаçура е поэзире. Гаплологие çывăх пулăм ку.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |