Характер (психологи)
Курӑнакан калӑплав
Характер (гр. charakter уйрăмлăх, паллă)), — пĕр-пĕр çыннăн, халăхăн, е урăх япалан ытти çавăн пек япаласенчен ăрасна палăрса тăракан ăшри пахалăхĕсем; çынăн кăмăлĕ; нимĕнле чарусене те пăхмасăр хăй ирĕкне кăтартма пултарни; ирĕкĕн, кăмăлăн вăйĕ.
Нимĕç психологĕ Э.Кречмер сĕннĕ тăрăх çын характерĕ кĕлеткинчен килет. Кĕлеткерен уйрăлса тăракан çак характерсене вăл палăртнă:
- астенсем (гр. ἀσθενές — вăйсăр) — имшерке тăсăк питлĕ çынсем, аллисемпе урисем вăрăм, кăкри лапчăк, мускулĕсем çукипе пĕрех.
- атлетсем (гр. ἀθλητικός — кĕрешекенесене евĕр) — вăрăм, сарлака хулпуççиллĕ çынсем, кăкрисем тĕреклĕ, скелечĕ хытă, мускулĕсем вăйлă.
- пикнсем (πυκνός — лаштака, мăнтăр) — вăтам вăрăмăшлĕ çынсем, мăнтăр, мăйĕсем кĕске, пуçĕсем сарлака та пысăк.
Характер енĕсене кăтартассипе характерсем вăтам, палăртуллă, виçерен тухнă шайсем çине пайланаççĕ.