Хура аист
Хура аист — кайăк. Çунаттин тăршшĕ 52,5- 59,6 сантиметр,сăмсин - 17,7- 19,5, йывăрăшĕ 2800- 3000 грамм. Хура аист- вăрăм мăйлă,вăрăм ураллă, пысăк та тӳрĕ сăмсаллă пысăк вĕçен кайăк. Çӳлти сăмси аялтинчен вăрăмрах тата аялалла çекел пек усăнса тăрать. Вăрăм çинçе урисем тексĕр. Пуçĕ тăрринче тата куçĕсем тавра çара ӳт- тир лаптакĕ пур. Çунаттисем вăрăм, вĕсен вĕçĕ çавракарах. Урисем пĕчĕк те хытă хупăсемпе витĕннĕ. Хура аист Африкăра хĕл каçнă хыççăн пирĕн тăрăха ака уйăхĕнче вĕçсе килме пултарать. Пурăнма вăл чи пысăк вăрмансене çеç суйласа илет. Йăвине вăрманти юхан шыв, кӳлĕ е шывлă шурлăх патенчен инçех мар çавăрать. Апатне те шыв çывăхĕнче тупаççĕ. Кунта пулăсене, йытпуллисене, шапасене, раксене тытаççĕ. Çавăнпа пĕрлех хурт-кăпшанкăна, ăмансене пуçтараççĕ. Асăрханă тăрăх, аистсем шапасене, калтасене, хурăн пуçлă çĕленсене те тытаççĕ.
Хура аист ами çу уйăхĕнче йăвара 3- 5 çăмарта тăвать. Перремĕшне тусанах аистсем пусса ларма пуçлаççĕ. Çавăнпа çăмартаран тухакан чĕпсен ӳсĕмĕ пер пек мар. 35- 37 кунтан çăмартасенчен уçă куçлă, шурă мамăклă чĕпсем тухма пуёлаççĕ. Малтанах вĕсем питĕ имшеркке. 15- 16 кунтан тин ура сине тăма пуçлаççĕ. 35-70 кунхисем йăвара утса çӳреççĕ. Вĕсен çак вăхатра тĕкĕсем ӳссе çитĕнеççĕ, часах йăваран тухса çывахри йывăçсем çине куçса ларма тытçнаççĕ, вĕçме пуçлаççĕ, çемьерен уйрăлаççĕ. Майĕпен кăнтăралла куçма пуçлаççĕ.
Хура аистсен йышĕ тĕнчипех питĕ пĕчĕккĕ. Пирĕн тăрăхра вĕсене Сăр тавраш\нчи сĕм вăрманта çеç асăрханă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре çак вĕçен кайăксем йăва туса ĕрчеме пăрахнă пулмалла. Вĕсем çинчен нимĕнле хыпар та çук. Чăваш ене вĕсем вĕçсе килессе шанас килет.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Бейчек В., Штясны К. Птицы. Иллюстрированная энциклопедия. М.: Лабиринт-пресс
- Акимушкин И. Мир животных. Птицы, рыбы, земноводные и пресмыкающиеся М.: Мысль 1995
- Красная книга Российской Федерации М.: АСТ 2001
- Ганзак Я. «Иллюстрированная энциклопедия птиц». Прага: Артия 1974
- Жизнь животных т.6. Птицы М.: «Просвещение» 1986.
- Н. Шпиленок «Белый аист. Посланец неба. Чёрный аист. лесной отшельник» М.: Издательство Белая ворона
- Ивановский В. В., Самусенко И. Э. Привлечение чёрного аиста на искусственные гнездовья // Аисты: Распространение, экология, охрана: Материалы I и II Всесоюзных совещаний рабочей группы по аистам ВОО. — Мн. — 1990. — С. 212—214.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Халиф-аист (мультфильм)
- Аистовые в иллюстрированной энциклопедии животных «Филин» 2007 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Аист в народной культуре 2013 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.