Пӳре: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Jotterbot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот хушрĕ: am:ኩላሊት
SpBot (Сӳтсе яв | хушни)
п робот кăларса пăрахрĕ: bn:বৃক্ক
32-мĕш йĕрке: 32-мĕш йĕрке:
[[az:Böyrəklər]]
[[az:Böyrəklər]]
[[bg:Бъбрек]]
[[bg:Бъбрек]]
[[bn:বৃক্ক]]
[[bs:Bubreg]]
[[bs:Bubreg]]
[[ca:Ronyó]]
[[ca:Ronyó]]

16:35, 10 Ҫурла уйӑхӗн 2009 вӑхӑтри верси

Çын пӳри.

Пӳре (лат. ren) — çурăмшăммиллĕ чĕрчунсен, çав шутра çыннăн та, — шĕвеке уйăрса кăларакан (шăк тăвакан) системин шалти пушмаклă органĕ.

Топографи

Schema des makroskopischen Aufbaus der Niere:
1. Nierenmark mit Markkegeln (Pyramides renales)
2. Vas efferens
3. Nierenarterie (Arteria renalis)
4. Nierenvene (Vena renalis)
5. Hilum renale
6. Nierenbecken (Pelvis renalis)
7. Harnleiter (Ureter)
8. kleine Nierenkelche (Calices minores renales)
9. Nierenkapsel (Capsula fibrosa renalis)
10. unterer Nierenpol (Extremitas inferior)
11. oberer Nierenpol (Extremitas superior)
12. Vas afferens
13. Nephron
14. Nierenbucht (Sinus renalis)
15. große Nierenkelche (Calices majores renales)
16. Spitzen der Markkegel (Papillae renales)
17. Bertini-Säulen (Columna renalis)

Пӳресем çыннăн хырăмĕн хыçĕнче, çурăм шăммин икĕ енче, кăкăрăн 12-мĕш çурăм шăмми— пилĕк шайĕнчен — 2-мĕш шăмми тĕллинче (Th12 — L2 çурăм шăммисен проекцийĕ) вырнаçнă, сылтăм пӳри тӳрĕ чух çӳллĕрех пулать, мĕншĕн тесен çӳлтен ăна пĕвер пусать (тĕрек çыннăн сылтăм пӳрен çӳлти полюсĕ яланах пекех 11-мĕш кăкăр шăммин, сулахаййин çӳлти полюсĕ — 12-мĕш кăкăр шăммин тĕллĕнче ларать). Кашни пӳрене çирĕплĕ çыхăнтармалла çĕвĕçленĕ капсулăпа хӳтĕленĕ, ун шутне паренхимăпа шăк пуçтарса кăларас системи кĕрет. Пӳре капсули тачă çыхăнтаракан ткань (?) хутаçи пулать, унпа пӳре тул енчен хӳтĕленет. Пӳрен паренхими тул енчи хупăллă веçествипе тата мимен шал веçествинчен пулса тăрать, ку вăл органăн шалти пайĕ шутланать. Шăк пуçтарас системи пӳре чашкисенчен пуçланать, вĕсем вара пӳре лоханкине çитеççĕ. Пӳре лоханки ĕнтĕ шăкюхана куçать. Пӳререн тухакан шăкьюхансем шăк хăмпăвне çитеççĕ.

Сĕтĕмен чĕрчунсен пӳрисем — тăрăхпăрçа евĕрлĕ, çиелтен тачă капсулăпа витĕçĕннĕ. Пӳрене касса сăнасан хупă евĕрлĕ тата миме евĕрлĕ пайĕсене палăртма пулать. Хупă евĕрлĕ веçестви пĕтĕм тенĕ пекех пӳреллĕ пĕчĕк çăмхасем, миме евĕрли — канал евĕрлĕ нефронсем пулаççĕ. Миме веçестви пирамидă пек вырнаçнă. Пирамидисем пĕрре те пулаççĕ (йĕкехӳресен), темиçе те (çыннăн 6-18). Хушшинче пӳре юписем,вĕсем хупă евĕрлĕ веçестви шутне кĕреççĕ. Пирамидăпа çумĕнчи пӳре юппи пӳречĕркки пулать. Шалалла тавăрăннă айăкĕнче пӳре хапхисем курăнаççĕ, кунтах шăкюханăн анлăланнă пырĕ — пӳре лоханки — пуçланать. Унăн ăшнелле пирамидă тăрринче вырнаçнă ĕмкĕч юххисем каяççĕ. Пӳрен хапхи патĕнчех — юнкуçаракан пăрăхсем (пӳре артерисемпе веннисем), лимфа пăрăхĕсем, нервăсем. Пӳререн тухакан шăкьюхансем шăк хăмпăвне çитеççĕ.

Функцийĕсем

Пӳре организмри шĕвексене фильтраци, секреци тата реабсорбци туса уйăрса кăларать. Пӳресем шывпа тăвар тата йӳçĕк-щелоч баланс системине тытса тăракан ĕçсенче чылай вырăн йышăнаççĕ. Пӳре витĕр организмран азотлă улăштарун вĕçĕмлĕ япалисем, токсикăллă та ют хими çыхăнтаруллă пĕрлĕхĕсем, ытлашши органикăллă тата органикăллă мар веçествисем тухаççĕ. Пӳресем углеводсемпе белоксем улăштарăвĕсене хутшăнаççĕ, биологиллĕ активлă веçествăсем, вĕсем артериллĕ пусăм шайне, пӳреçийĕсем (надпочечниксем) альдостерона секрецилес хăвăртлăхне тата эритроцит тăвас хăвăртлăхне йĕркелесе тăраççĕ. Пӳресем гомеостаза тытса тăма кирлĕ пулаççĕ, шыв-тăвар улăштарăвне йĕркелесе ĕçлеççĕ, биологиллĕ хастар (активлă) веçествăсем тăваççĕ. Шыв чĕрчунĕсен пӳрийĕсем çĕр чĕрчуннисенчен организмран шыв кăларассипе уйрăлса тăрать.

Искусствăллă пӳресем

Пӳресем çителĕксĕр ĕçленĕ чух вĕсен гемодиализ функцине «искусствăллă пӳре» аппарачĕ туса пырать. Хальхи аппаратсем пурĕ тенĕ пекех юна тасатаççĕ, чирлĕ çынсем вара, куллен кун гемодиализа тытса пырса, йĕркеллĕ тулли пурăнма пултараççĕ.

Çавăн пекех пăхăр