Пӳре

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пӳре
Латин ячĕ ren
Иннерваци пӳре явни
Пӳре тытăмĕ:
1. Миме япалалăхĕ тата пӳре пирамидисем (Pyramides renales)
2. Выносящая клубочковая артериола (Arteriola glomerularis efferens)
3. Пӳре артерийĕ (Arteria renalis)
4. Пӳре вени (Vena renalis)
5. Почечные ворота (Hilus renalis)
6. Почечная лоханка (Pelvis renalis)
7. Мочеточник (Ureter)
8. Кĕçĕн пӳре чашки (Calices minores renales)
9. Пӳрен фиброза капсули (Capsula fibrosa renalis)
10. Пӳрен аялти полюсĕ (Extremitas inferior)
11. Пӳрен çӳлти полюсĕ (Extremitas superior)
12. Килекен çамхалла артериола (Arteriola glomerularis afferens)
13. Нефрон (Nephron)
14. Почечная пазуха (Sinus renalis)
15. Мăн пӳре чашки (Calices majores renales)
16. Пӳре пирамидин тăрри (Papillae renales)
17. Почечный столб (Columna renalis)

Пӳре (лат. ren) — çурăмшăммиллĕ чĕрчунсен, çав шутра çыннăн та, — шĕвеке уйăрса кăларакан (шăк тăвакан) системин шалти пушмак орган.

Топографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пӳресем çыннăн хырăмĕн хыçĕнче, çурăм шăммин икĕ енче, кăкăрăн 12-мĕш çурăм шăмми— пилĕк шайĕнчен — 2-мĕш шăмми тĕллинче (Th12 — L2 çурăм шăммисен проекцийĕ) вырнаçнă, сылтăм пӳри тӳрĕ чух çӳллĕрех пулать, мĕншĕн тесен çӳлтен ăна пĕвер пусать (тĕрек çыннăн сылтăм пӳрен çӳлти полюсĕ яланах пекех 11-мĕш кăкăр шăммин, сулахаййин çӳлти полюсĕ — 12-мĕш кăкăр шăммин тĕллĕнче ларать).

Кашни пӳрене çирĕплĕ çыхăнтармалла çĕвĕçленĕ капсулăпа хӳтĕленĕ, ун шутне паренхимăпа шăк пуçтарса кăларас системи кĕрет. Пӳре капсули тачă çыхăнтаракан ткань (?) хутаçи пулать, унпа пӳре тул енчен хӳтĕленет. Пӳрен паренхими тул енчи хупăллă веçествипе тата мимен шал веçествинчен пулса тăрать, ку вăл органăн шалти пайĕ шутланать. Шăк пуçтарас системи пӳре чашкисенчен пуçланать, вĕсем вара пӳре лоханкине çитеççĕ. Пӳре лоханки ĕнтĕ шăкюхана куçать. Пӳререн тухакан шăкьюхансем шăк хăмпăвне çитеççĕ.

Сĕтĕмен чĕрчунсен пӳрисем — тăрăхпăрçа евĕрлĕ, çиелтен тачă капсулăпа витĕçĕннĕ. Пӳрене касса сăнасан хупă евĕрлĕ тата миме евĕрлĕ пайĕсене палăртма пулать. Хупă евĕрлĕ веçестви пĕтĕм тенĕ пекех пӳреллĕ пĕчĕк çăмхасем, миме евĕрли — канал евĕрлĕ нефронсем пулаççĕ. Миме веçестви пирамидă пек вырнаçнă. Пирамидисем пĕрре те пулаççĕ (йĕкехӳресен), темиçе те (çыннăн 6-18). Хушшинче пӳре юписем,вĕсем хупă евĕрлĕ веçестви шутне кĕреççĕ. Пирамидăпа çумĕнчи пӳре юппи пӳречĕркки пулать. Шалалла тавăрăннă айăкĕнче пӳре хапхисем курăнаççĕ, кунтах шăкюханăн анлăланнă пырĕ — пӳре лоханки — пуçланать. Унăн ăшнелле пирамидă тăрринче вырнаçнă ĕмкĕч юххисем каяççĕ. Пӳрен хапхи патĕнчех — юнкуçаракан пăрăхсем (пӳре артерисемпе веннисем), лимфа пăрăхĕсем, нервăсем. Пӳререн тухакан шăкьюхансем шăк хăмпăвне çитеççĕ.

Функцисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пӳре организмри шĕвексене фильтраци, секреци тата реабсорбци туса уйăрса кăларать. Пӳресем шывпа тăвар тата йӳçĕк-щелоч баланс системине тытса тăракан ĕçсенче чылай вырăн йышăнаççĕ. Пӳре витĕр организмран азотлă улăштарун вĕçĕмлĕ япалисем, токсикăллă та ют хими çыхăнтаруллă пĕрлĕхĕсем, ытлашши органикăллă тата органикăллă мар веçествисем тухаççĕ. Пӳресем углеводсемпе белоксем улăштарăвĕсене хутшăнаççĕ, биологиллĕ активлă веçествăсем, вĕсем артериллĕ пусăм шайне, пӳреçийĕсем (надпочечниксем) альдостерона секрецилес хăвăртлăхне тата эритроцит тăвас хăвăртлăхне йĕркелесе тăраççĕ. Пӳресем гомеостаза тытса тăма кирлĕ пулаççĕ, шыв-тăвар улăштарăвне йĕркелесе ĕçлеççĕ, биологиллĕ хастар (активлă) веçествăсем тăваççĕ. Шыв чĕрчунĕсен пӳрийĕсем çĕр чĕрчуннисенчен организмран шыв кăларассипе уйрăлса тăрать.

Юрилле пӳресем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пӳресем çителĕксĕр ĕçленĕ чух вĕсен гемодиализ функцине «юрилле пӳре» аппарачĕ туса пырать. Хальхи аппаратсем пурĕ тенĕ пекех юна тасатаççĕ, чирлĕ çынсем вара, куллен кун гемодиализе тытса пырса, йĕркеллĕ тулли пурăнма пултараççĕ.

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Эндокрин системи Шаблон:Edit
Гипоталамус | Гипофиз | Щитовидная железа | Паращитовидные железы | Хырăмлăх айĕн парĕ | Тимус | Пӳреçиелĕхсем | Хырăмлăх | Çинçе пыршăлăх | Пӳресем | Пĕвер | Шишковидное тело