Çурăм туни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Çурăм шăмми ҫинчен куҫарнӑ)
Çурăм шăмми

Çурăм шăмми (лат. Columna vertebralis) — çурăм шăммиллĕ чĕрчунсен кĕлеткене тытса тăракан пайĕ (элеменчĕ)

Асăрхаттару[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хирлÿллĕ хăшпĕр чĕрчунсен (калăпăр, акулăсен, скатсен) скелечĕ шăмăран мар, кăмăрчакран. Çавăнпа та, пĕтĕмĕшле илсен, çурăм шăмми мар, çурăм туни тени вырăнлăрах тата терминологи енчен «тасарах».

Пĕтĕмĕшле çырни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çын çурăм шăмми

Çурăм шăмми тытăмĕпе тата ăна сыпăнтарса тăракан пайĕсен (элеменчĕсен) енĕпе уйрăмсенчен тăрать. Пулăсен çурăм шăмми ахаль пулать, икĕ уйрăмран (кĕлеткепе хӳререн) тытăнса тăрать. Çыннăн çурăм шăмми шутне 33-34 сыпписем кĕреççĕ. Чи йывăррисем пилĕкри пайĕнче вырнаçнă.

Çурăм шăмми сыпписенчен тытăнса тăракан юпа ( столб) тĕрлĕ ушкăнлă чĕрчунсен хăй майлă тытăнуллă пулать. Çӳллĕ аталаннă çурăм шăммилли чĕрчунсен çурăм шăмми сыпписем хушшинче кăмăрчăксем – сыпăсем хушшинчи лаптак çаврашкасем (дискĕсем) вырнаçнă. Вĕсем çемçетекен (амортизатор) вырăнĕнче çурăм шăммисене куçăмлăх ирĕкне параççĕ.

Кашни çурăм шăмми сыппи хăй япаларан тата пĕкĕрен тăрать, вĕсен хушшинче шăтăк пур. Çурăм шăмми сыпăкĕсен шăтăкĕсем пур те пĕрле çурăм шăмми каналĕ туса хураççĕ, ăшĕнче çурăм мимин вырăнĕ пулать.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]