Википеди:Википеди çинчен

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Википедин чăваш уйрăмĕ, — тĕрлĕ чĕлхеллĕ проектăн пĕр пайĕ. Унăн тĕллевĕ — кашни чĕлхе çинче тулли те анлă, çав вăхăтрах тӳлевсĕр энциклопеди тăвасси.

Кашниех тӳлевсĕр Википедире вырнаçтарнă хăйне кирлĕ информацие шырама пултарать. Халлĕхе тупаймарăр пулсан, тепĕртакран килĕр, вăхăт иртнĕ çем ăна çырса тултараççĕ те пуль. Кĕтес вăхăтра хăвсамăр та пĕр-ик статья çырса хушма, е пур статьясене анлăрах çырса парăр.

«Анчах та кĕтме тивет-çке, модератор ăна тĕрĕслессине…» Кĕтме кирлĕ мар! Википедире модераторсем çук. Статьясене пурĕ те тӳрлетме, улăштарма пултарать. Эсир мĕн кĕртетĕр, мĕн çыратăр — çавна ытти çын çав самантрах асăрхĕ. Сайтра хăвăра палăртма та ун чухне кирлех мар (çапах та сĕнетпĕр).

Улшăнусемпе тӳрлетӳсене кĕртиччен çакна асра тытăр:

  • Тархасшăн, автор прависемпе хӳтĕленĕ (копирайтпа) текстсемпе ӳкерчĕксене ан вырнаçтарăр.
  • Википеди — ку вăл энциклопеди, çавăнпа та статьясене нейтраллă енчен çырăр. Статьяна кашни енчен анлантарса пама тăрăшăр.