Вĕреçĕлен

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вĕреçĕлен, — усал-тĕсĕл. Чăвашсем вĕреçĕлене качча тухман хĕрсем хăйсен ачисене вĕлернĕ хыççăн çав ачисем пулса тăраççĕ имĕш. Вут-хĕлхем тăкаççĕ. Çав пăрахнă ачасем вунçичĕ-вунсакăр çула çитнĕ хыççăн вара хăй амăшĕсем патне ереççĕ. Ерсе лешĕсене виличчен хĕн кăтартаççĕ. Çав вилнĕ ачасен хăй амăшĕсем Çĕр çинче пурăнни вĕсен чунĕсене лăплантapаймасть тет. Вĕреçĕлентен хăтăлас тесен вĕсене вутлă кĕлпе сапма сĕннĕ. Чи лайăхи вара киле сысна илсе кĕртмелле. Вара сысна вĕреçĕлене туйсан тӳрех касма пуçланă пек çуйăхма пуçлать. Виçĕ хут сыснана курсассăн вара вĕреçĕлен урăх ĕмĕрте те пымасть.

Халапсенче çавăн пекех пит нумай çынсем вĕреçĕлене курнине, вĕсем хăй тумтирне улăштарса çынсем патне кĕрсе кайнисене тупма пулать.