Волга (ЦХК)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Волга, — Чулхула облаçĕнчи Балахна хулара вырнаçнă целлюлозăпа хут комбиначĕ. Тулли ячĕ — уçă акционер обществи (УАО) «Волга».

Раççейри чи пысăк хаçат хутне кăларакан предприятисем шутне кĕрет. Предприяти акцийĕсен 99% «Ост Вест Груп» тытса тăрать. 2005 çулта 553 804 тонна хаçат хутне кăларнă, 6,68 млрд. тенкĕлĕх тупăш тунă.