Е

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ее, — кириллица алфавичĕ çинче никĕсленекен алфавитсен, чăваш алфавитĕнчи çиччĕмĕш саспалли. Унăн ячĕ — «йэ». Вырăс çырулăхĕнчен илнĕ. Кивĕ чăваш çырулăх палăкĕсенчех пур.

Çавăн пекех латиница çинче никĕсленнĕ алфавитра та пур.

Чăваш чĕлхинче[тӳрлет]

Ее сас палли чăваш сăмахĕсен пур позицийĕсенче те тĕл пулать:

  • сăмах пуçламăшĕнче, çемçелĕх палли хыççăн вăл икĕ сасса й + э пĕлтерет — епле [йэпле], ешĕл [йэшĕл], мăрье [мăрйэ], кĕсье [кĕсйэ];
  • хупă сас палли хыççăн (сăмах варринче те, вĕçĕнче те) э сасса, умĕнчи тата хыçĕнчи хупă сасăсем яланах çемçе пулнине пĕлтерет — тепле [т'епл'е], çĕпре [çĕп'р'е], тет [т'ет'].