Ирландсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ирландсем
Stbrigid.jpgSaint Aidan.jpgBrian boru scaled.jpgDaniel O'Connell.pngLady Morgan cropped.jpgCatherine Hayes crop2.jpg
Augusta, Lady Gregory - Project Gutenberg eText 19028.jpgGeorge Bernard Shaw notebook.jpgOscar Wilde portrait by Napoleon Sarony - albumen.jpgRobert Boyle 0001.jpgJonathan swift.jpgRevolutionary Joyce.jpg
Robbiekeane ie.JPGBob Geldof.jpgJonathanRhysMeyersApr06.jpgPierceBrosnanCannesPhoto2.jpgEnyasweet.jpg
Ирланд БригиттиAidan of LindisfarneБриан БоруDaniel O'ConnellLady MorganХайес Кэтрин
Augusta, Lady GregoryШоу, Джордж БернардУайльд, ОскарБойль, РобертСвифт, ДжонатанДжойс, Джеймс
Кин, РоббиГелдоф, БобРис-Майерс, ДжонатанБроснан, ПирсEnyaArthur Guinness
Пур йышĕ: 8 500 000 çын (пулса тухнине шутланипе 80 000 000)
Вырнаçăнни: Ирланди, Аслă Британи, АПШ, Канада
Чĕлхе: акăлчан, Ирланд
Тĕн: Католици тĕнĕ
Тăван халăхсем: гэлсем, шотландсем, валлисем, мэнсем

Ирла́ндсем, Ирланди (ирл. Muintir na hÉireann, na hÉireannaigh, na Gaeil) — кельт, Ирландин вырăнти халăхĕ (3,6 млн çын), Ирланди Республикипе Çурçĕр Ирландире пурăнаççĕ. Çаплах Аслă Британире (14 млн çын), АПШ (36 млн яхăн çын), Канадăра (4,3 млн çын), Австралире (1,9 млн çын) тата урăх патшалăхсенче вырнаçнă.

Наци чĕлхи — ирланд, анчах халăхăн чылайрахăшĕ, патшалăхăн анăçĕнчи уйрăм районсенче (гэлтахтсем), тĕп чĕлхе вырăнĕнче —акăлчан чĕлхи.

Тупмалли

[тӳрлет] Кун-çулĕ

[тӳрлет] Утрава пурăнма куçни

Историксен тĕпчев ĕçĕсем тăрăх Ирландие этем йăхĕ 9000 çул маларах килнĕ. Чи пĕрремĕш куçса килнисем пирки хыпар çук. Хăйсем хыççăн вĕсем темиçе хăй евĕр мегалити çурт-йĕр хăварнă, ячĕ те, чĕлхи те сыхланса юлман.

[тӳрлет] Христианлăх тапхăрĕ

Рим истори çырăвĕсенче Ирландире 16 уйрăм йăх-ăру пулни паллă.

V ĕмĕрте Ирландире христианлăх тымар янипе утравçăсем кӳршисемпе урăхларах хутшăнма тытăнаççĕ.

[тӳрлет] Малтанхи вăтам ĕмĕрсенче куçса çӳренисем, çĕрсене туртса илнисем

Дал Риада

VII ĕмĕр хыççăн ирландсем хăйсен сĕмне Шотландире сарса Дал Риада патшалăхне йĕркелет. Ирланд миссионерĕсем христос тĕнне пикт Шотландине илсе килеççĕ, вĕсене Европăра та пĕлнĕ.

Викингсем IX — X ĕмĕрсенче утрав çинче нумай хула— Дублин, Лимерик, Корк, Уотерфорд — никĕсне хунă. Викинг сĕмĕ ирланд этносĕнче чылайах пулман, çапах та чуранлăха лекнĕ ирландсем скандинавсемпе хутăшса исланд этносĕ йышне кĕнĕ. Çав тапхăрти Ирланди кăсайĕсенче çапла каланă: «Чаплă ăратран тухнă чурасем те пулнă, Ирланди патшалăхĕнчен».

Ирландие анкăл-нормансем, валлисем, фламандсем, анкăл-саксонсем тата бретонсем килсе кунта пурĕ те хутăшса пырса ирланд халăхĕ, этеплĕхĕ йĕркеленсе пынă.

[тӳрлет] Кайранхи вăтам ĕмĕрсем

Кайранхи вăтам ĕмĕрлĕхре Ирландие акăлчансем оккупациленĕ. XVI ĕмĕрте Генри VIII хăйĕн çарне Ирландие кĕртсе ярать.

[тӳрлет] Британи колонисчĕсем

Ирландие колони тăвас тесе акăлчансем 1160-мĕш çулсенче талпăнма пуçлаççĕ, анчах та анкăл-норман куçса килнĕскерсем вырăнти халăхпа хутшăнса çухалаççĕ. Иккĕмĕш хут Ирландие пăзăнтарас ĕç-пуçра XVI ĕмĕрте акăлчансемшĕн ăнăç тухать. Ирландсене чи вăйлă аркатаканни Кромвель шутланать, вăл 1657 çулта ирландсен нумай çĕрне туртса илсе акăлчансене валеçсе парать, кунта пурăннă çынсем çĕршывăн урăх районĕсене куçса каяççĕ.

[тӳрлет] Хальхи лару-тăру

Ӗненекенсен чылайăшĕ — католиксем. Ирланд халăхĕ ял хуçалăхĕнче (выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси), пулă ĕç-пуçĕ, промăçлăхĕнче вăй хурать. Çулçӳрев ĕç-хĕлĕ пур.

[тӳрлет] Этеплĕх

[тӳрлет] Наци тум-тирĕ

Ирланд халăх тум-тирĕ — чĕркуççине çити апельсин тĕслĕ килт, вăрăм жакет, çухавсăр кĕпе тата берет (çемçе çавра калапак). Тум-тирне çухатнă теме пулать. Ăна мусăкçăсем кăна тăхăнаççĕ.

[тӳрлет] Апат-çимĕç

[тӳрлет] Ирланд хушамачĕсем

Ирланд хушамачĕ «О'» тата «Мак» префиксран пуçланать.

Ятра «Мак» е «О» пур пулсан —
Ирландран сире салам.
«О» та, «Мак» та çук —
Ирланд кунта çук.

«О'» гэл Ó пулса тухать, малтан вăл Ua (hUa) пек илтĕнет, «мăнук», такамăн «несĕлĕ» тени пулать. «Мак» (Mac, Mc, е Ма в хушамат пуçламăшĕнче) «ывăл» тени пулать. «Фитц»- (Fitz) франци fils de фразинчен пулса тухать, унпа нормансем усă курнă, вăл çаплах «ывăл» пĕлтерĕшлĕ.

[тӳрлет] Асăрхавсем

  1. ^ Патриция Лайсафт. Банши, Ирланди фольклорĕпе халăплăхĕ. с 23

[тӳрлет] Вуламалли

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем