Исикава Такубоку
Курӑнакан калӑплав
Исикава Такубоку, — паллă яппун çыравçи. 1885 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче çуралнă. 1912 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче вилнĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ёсано Хироси ертсе пыракан «Синсися» литература пĕрлĕхне кĕнĕ. Чухăн пурăннă. 1912 çулта туберкулёзпа чирлесе вилнĕ.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕрремĕш кĕнеки 1905 çулта тухнă.
Паллă «Пĕр ывăç хăйăр» (1910), «Шăхличпе шăхăртни» (1911), «Хурлăхлă тетте» (1912) кĕнекесен авторĕ. Пилĕк йĕркерен тăракан танкă тата ирĕклĕ сăвă виçипе çырнă сăввисенче вăл этем хуйхи-суйхи, ĕçĕ-хĕлĕпе савăнăçĕ çинчен ансат сăмахсемпех чуна витермелле каласа пама пултарнă. Яппун поэзийĕ чăваш халăх сăмахлăхĕнче тĕл пулакан кĕске сăвăсене питĕ çывăх.
Вăл çавăн пекех «Пултарулăх шăпи» (1906), «Пирĕн ушкăнпа вăл» (1912) романсене çырнă.