Кайăка юратнă Ту
Кайăка юратнă Ту | |
Автор: | Элис МакЛерран |
---|---|
Жанр: | ача-пӑча кӗнеке |
Тăван кăларăм чĕлхи: | чăвашла |
Кăларамçă: | Чăваш кĕнеке издательстви |
Кайӑка юратнӑ Ту (акăл. The Mountain that loved a bird) — Элис МакЛерран ҫырнӑ халап. 1985 ҫулта пӗрремӗш хут акӑлчанла пичетленнӗ ҫак калава нумайӑшӗ мухтаса хакланӑ, «туслӑх, шанчӑк, ӗҫе парӑнса пурӑнни ҫинчен ҫырнӑ йӑваш, кӑмӑллӑ калав» тенӗ. Кӗнеке нумай чӗлхене куҫарма палӑртнӑ. Чӑвашла каларӑмӗ — 26-мӗш куҫарӑвӗ, ӑна Виктор Бычков (чӑваш тетелӗнче reflejo ячӗпе палли) акӑлчан чӗлхинчен куҫарнӑ, 2013 ҫулта Чăваш кĕнеке издательствире пичетлесе тухнӑ. Кӑларӑмӗн ӳкерӳҫи Ирина Калентьева.
Элис МакЛерран антропологи ăслăлăхĕсен докторĕ çĕр-шыв тăрăх нумай çӳренĕ. Сăртлă-туллă тавралăха та питĕ килĕштернĕ. Райнер тăвĕ патне çитсе килни «Кайăка юратнă Ту» халапа çырма хистенĕ ăна. Пĕрре пăхма ансат пек вăл. Анчах шухăшласа кĕрсе кайсассăн хайхискер мĕн тери тарăн тымарлине ăнкарса илетĕн.[1].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кӗнеке саккаслани 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |