Кушков Александр Ильич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Александр Ильич Кушков, — патшалăх политика ĕçченĕ. 1939 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче çуралнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мускаври партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Александр Ильича Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕн ĕçне тума тытăнать. Çав çулсенче хăйĕн ĕçне тĕплĕн пĕлнине, ял хуçалăх аталанăвĕн ыйтăвĕсене витĕр курса тăнине çирĕплетсе панă, ĕçе пĕлсе йĕркелесе пыма пултарнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна Чăваш Енĕн ял хуçалăх министрĕ, Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн председатель çумĕ, Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Председатель çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Ку ĕçре вăл 1999 çулччен вăй хунă. 1999-2002 çулсенче Куславкка район администрацине ертсе пынă.

Чăваш Енĕн Аслă Канаш депутачĕ пулнă.

Ӗçне чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӗçре тăрăшса ĕçленĕшĕн А.И. Кушкова «Чăваш Ен тава тивĕçлĕ механизаторĕ», «Раççей ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсем парса чысланă. «Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав», «Хисеп пали» орденсемпе наградăланă. Хисеп грамотисемпе чыс тунă.