Луис Бунӳэл

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Луи́с Бунӳэ́л Портоле́сЛуис Бунӳэл, исп. Luis Buñuel Portolés, 1900—1983) — испан кинорежиссёрĕ, синематографин сюрреалисăм элчи.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Бунӳэл 1900 çулхи нарăс, 22 Каланда арагон хулинче (Теруэль провинцийĕ) çуралнă. 1907—1915 çулсенче вăл Сарагосăри иезуит колледжĕнче, 1917 çултанпа — Мадрид Университетĕнче вĕренет, Сальвадор Далиипе тата Федерико Гарсиа Лоркăпа паллашать.

1924—1927 çулсенчех Парисра «Авангард» юхăмне хутшăнать, Ж. Эпштейн режиссёр ассистенчĕ пулса ĕçлет.

1936 çулта Бунӳэл республика Испанин культура атташи пулса Францире ĕçлет, антифашистлă документлă фильмсене ӳкерме пулăшать.

1939 çулта АПШ-на тухса каять, Голливудра монтажёр, Çĕнĕ Йоркра Хальхи ӳнер музейĕн ĕçченĕ пулса ĕçлет.

1946 çулта Бунӳэл Мексикăна пурăнма куçать, унта Оскар Дансижье продюссерпа паллашать. Вĕсем пĕрле «Большое казино» (исп. Gran Casino, 1946) ӳнерлет. Виçĕ çул иртсен режиссёр мексикан гражданлăхне тивĕç пулать.

Бунӳэлĕн мексика тапхăрĕнчи юлашки фильмĕ — «Симон-пустынник» (исп. Simón del Desierto, 1965).

Францие куçсан, Бунӳэл Серж Зильберман продюссёрпа ĕçлет.

Бунӳэл 1983 çулхи утăн 29-мĕшĕн ирхине Мехикора чĕре, пĕвер тата пӳре çитменлĕхĕнчен вилсе каять.

Фильмографи[тӳрлет]

  • Сценарист
  • 1928: Ашер килĕ юхăнни / La Chute de la maison Usher
  • 1928: Андалус йытти / Un chien andalou
  • 1930: Ылтăн ĕмĕр / L'Âge d'or
  • 1932: Лас Урдес. Çăкăрсăр çĕр / Las Hurdes
  • 1935: Don Quintín el amargao
  • 1936 ¿Quién me quiere a mí?
  • 1937 Испани 1936 /España 1936/
  • 1937 ¡Centinela, alerta!
  • 1950 Маннисем /Olvidados, Los/
  • 1951 Сусана /Susana/
  • 1951 Si usted no puede, yo sí
  • 1952 Subida al cielo
  • 1952 Mujer sin amor, Una
  • 1953 El
  • 1953 Bruto, El
  • 1954 Abismos de pasión
  • 1954 Приключения Робинзона Крузо /Aventuras de Robinson Crusoe, Las/
  • 1955 Cela s'appelle l'aurore
  • 1955 Ensayo de un crimen
  • 1955 Río y la muerte, El
  • 1956 Çак садри вилĕм /Mort en ce jardin, La/
  • 1959 Назарин /Nazarín/
  • 1959 Fièvre monte à El Pao, La
  • 1960 Хĕр /Joven, La/
  • 1961 Виридиана /Viridiana/
  • 1962 Пĕтерекен пирĕшти /Ángel exterminador, El/
  • 1964 Курницăç дневникĕ/Journal d'une femme de chambre, Le/
  • 1965 Çимун – пушхир çынни /Simón del desierto/
  • 1967 Кăнтăрлахи чиперкке /Belle de jour/
  • 1969 Кайăк Хур çулĕ /Voie lactée, La/
  • 1970 Тристана /Tristana/
  • 1971 Джонни пăшалланчĕ /Johnny Got His Gun/
  • 1971 Historia decente, Una
  • 1972 Буржуазин сăпайлă илĕртĕвĕ /Charme discret de la bourgeoisie, Le/
  • 1973 Moine, Le
  • 1974 Ирĕклĕх фантомĕ /Fantôme de la liberté, Le/
  • 1977 Этот смутный объект желания /Cet obscur objet du désir/
  • 1997 Novia de medianoche, La
Венецири тĕнчери кинофестивальте (1969) Бунӳэле «кино ăсти» ята тивĕçтернĕ.

Каçăсем[тӳрлет]