Отунбаева Роза Исаковна
Роза Отунбаева — кăркăс политикĕ, дипломачĕ, оппозицири Кăркăсстанăн социал-демократиллĕ партин парламент фракцин ертӳçи.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1950 çулта Ош хулинче çуралнă. 1972 çулта МПУ-н философи факультетĕнче вĕренсе тухнă.
Кăркăс патшалăх университетĕнче (халĕ Жусуп Баласагын ячĕллĕ Кăркăс наци университечĕ) ĕçленĕ, 1981 çулта парти ĕç-хĕлне куçать, ССКП Фрунзе (хальхи Бишкек) хула комитечĕн иккĕмĕш секретарĕ.
1986—1989 — Кăркăс СССР-ĕн Министрсен канашĕн председателĕн çумĕ, ютçĕр ĕçĕсен министрĕ.
1989 — 1991 — СССР ЮÇӖМ ЮНЕСКО ĕçĕсен комиссин ертӳçи.
СССР арканса кайсан ирĕклĕ Кăркăсстанра ĕçленĕ.
1992 — вице-премьер, ютçĕр ĕçĕсен министрĕ.
1992 — 1994 — Кăркăсстанăн АПШпа Канадăри элчĕ.
1994 — 1997 — Кăркăсстанăн ютçĕр ĕçĕсен министрĕ.
1997 çулта, Роза Отунбаева каласа кăтартнипе, вăл правительствăри, Аскар Акаев малашне те вăй хума тархасланă пулин те, хăварать, мĕншĕн тесен унăн «туйăмĕпе патшалăх ытларах та ытларах тоталитариллĕ пулса пырать».
1997 çултанпа — Кăркăсстанăн Аслă Британипе Ирландири элчи.
2002 çулти çу уйăхĕнчен ПНО Тĕп секретарĕн Грузири ятарлă элчин çумĕ пулса тăрăшать. Çак тапхăрта вăл ПНО Тĕп секретарĕн грузин-абхаз хирĕçевне лăплантарас енĕпе ĕçлекен ятарлă элчĕ.
2004 çулхи раштав, 13 Кăркăсстанра «Ата-Журт» оппозиции юхăмне йĕркелеççĕ. Юхăмăн оргкомитетне кăркăс парламенчĕн депутачĕ, Дооронбек Садырбаев кинорежиссерпа Роза Отунбаева кĕреççĕ.
Роза Отунбаева сумлă политик шутланать, чикĕ лешьенче те, Кăркăсстанра та ăна хисеплеççĕ.
Акаева президент ĕç вырăнĕнчен кăларса ярсан каллех патшалăхăн ютçĕр ĕçĕсен министр ĕçĕсене туса пырать.
2005 çулхи утă, 10 президент суйлавĕ иртсен кăркăс парламенчĕ Роза Отунбаевăна ЮÇӖМ пуçлăхĕ ĕç вырăнне йышăнма ирĕк памасть.
2007 çулхи раштавранпа - Кăркăс парламенчĕн тата оппозицири Кăркăстан социал-демократиллĕ партин парламент фракцин пайташĕ, 2009 çулхи юпаран – çак парламент фракцин етрӳçи.
2010 çулхи акан 7-мĕшĕнче пăтăрмах хыççăн оппозици йĕркеленĕ правительствăн ертӳçи.
Философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
Германире стажировкăра пулнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Интервью с Розой Отунбаевой 04.02.2005: «Из-за наших митингов у Акаева была истерика» 2007 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Интервью с Розой Отунбаевой 29.03.2005: «Мы хотели, чтобы киргизская революция была красивой»
- Интервью с Розой Отунбаевой 24 марта 2005: «Это не крестьянское восстание» 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Интервью с Розой Отунбаевой 12 января 2010: "Роза Отунбаева: Исмаил Исаков стал жертвой мести"