Прицак Омельян Иосифович
Омелья́н Ио́сифович Прица́к | |
укр. Омелян Йосипович Пріцак | |
Ӳкерчĕк:Pricak.jpg | |
Çуралнă вăхăт: | 1919, ака, 7 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Лука, Украина |
Вилнĕ вăхăт: | 2006, çу, 29 |
Вилнĕ вырăн: | Бостон, АПШ |
Патшалăх: | |
Ăслăх сфери: | истори |
Ĕç вырăнĕ: | Гарвардри украинистика институчĕ |
Альма-матер: | Львов университечĕ |
Ăслăх ертӳçи: | А. Е. Крымский |
Паллă: | историк-тухăç пĕлевçи |
Чыславсемпе парнесем |
|
Омелья́н Ио́сифович Прица́к (укр. Омелян Йосипович Пріцак; ака,7, 1919, Лука, Самбор повячĕ, Львов вăйпутлăхĕ, Поляк Республики — çу, 29, 2006, Бостон, шт. Массачусетс, АПШ) — американ историкĕ-тухăç пĕлевçи, Гарвард университечĕ профессор-эмеричĕ, Гарвардри украинистика институтне (акăл. Harvard Ukrainian Research Institute) йĕркелекенĕ тата унăн пĕрремĕш директорĕ (1973—1989), Украинăн НА ютçĕр пайташĕ, А. Крымский ячĕллĕ Тухăç пĕлĕв институтне никĕслекенĕ тата унăн пĕрремĕш директорĕ (1991—1998), хисеплĕ президенчĕ.
Ăслăх тĕпчевĕсен облаçĕ: период Авалхи вырăс патшалăхĕн малтанхи тапхăрĕ, унăн историпе çыхăннă тухăçри çăлкуçсене тĕпчени. Унсăр пуçне, хăйĕн ĕçĕсене хазарсен, печенегсен, кăпчаксен историне тĕпченĕ. М. Грушевский никĕс хывнă украин наци шкулĕн йăлисене тăсаканĕ. А. Крымскинчен вĕреннĕскер.
О. И. Прицакăн чи пысăк ĕçĕ — 5-томлă «Руç пулса кайни» (укр. «Походження Русі», акăл. «The Origin of Rus»), унăн пĕрремĕш томĕ 1981 çулта акăлчанла тухнă. Киев Руçĕ пуçланса кайнине норманн позицисене шута илсе ăнлантарнă. Çаплах вăл Н. Голб ăсчахпа пĕрле «Киев çырăвне» тĕпчесе кăларнă монографипе паллă, унта Киева хазарсем никĕсленĕ тесе ăнлантарнă[1].
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1919 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Украинăн Львов облаçĕнчи Лука хулинче çуралнă.
1936 çулта Тернопăль гимназийĕнчен вĕренсе тухсан 1940 çулччен Львов университетĕнче çывăх хĕвел тухăç халăхĕсен историпе филологине алла илнĕ, каярах пĕлĕвне Украина СССР ĂА аспирантуринче ӳстернĕ. 1943 çулта Германие куçса кайнă, Берлинпа Геттинген университечĕсенче вĕреннĕ.
1948 çулта тухтăр ĕçне хӳтĕлесе тĕрĕк, иран, испан тата славян пĕлĕвĕн тĕпчевçи ятне тивĕçнĕ. 1951 çулта «Stammes namen und Titularuren der altischen Volker» диссертацийĕпе хӳтлĕве тухнă, Геттинген университетĕнче алтай пĕлĕвĕпе историйĕн вĕрентӳçинче ĕçленĕ.
1952 çулта Гамбург аслă шкулне куçнă. 1961 – 1964 çулсенче АПШ-ри Сиэтлти Вашингтон университетĕнче, 1964-1989 çулсенче Гарвардра тĕрĕк профессорĕ вырăнĕнче тăрăшнă.
2006 çулхи çăвăн 29-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă.
Уйрăм кăларăмсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Die bulgarische Furstenliste und die Sprache der Protobulgaren, Wiesbaden, 1955.
- The origins of the Old Rus' weights and monetary systems: Two studies in Western Eurasian metrology and numismatics in the seventh to eleventh centuries. Cambridge, Mass.: Distributed by Harvard University Press for the Harvard Ukrainian Research Institute, 1998.
- From Kievan Rus' to modern Ukraine: Formation of the Ukrainian nation (with Mykhailo Hrushevski and John Stephen Reshetar). Cambridge, Mass.: Ukrainian Studies Fund, Harvard University, 1984.
- Khazarian Hebrew documents of the tenth century. (with Golb, Norman Ithaca: Cornell University Press, 1982.
- "The Polovcians and Rus'" (Journal Article in Archivum Eurasiae medii aevi), 1982.
- The origin of Rus'. Cambridge, Mass.: Distributed by Harvard University Press for the Harvard Ukrainian Research Institute, 1981.
- Studies in medieval Eurasian history London: Variorum Reprints, 1981.
- On the writing of history in Kievan Rus. Cambridge, Mass.: Ukrainian Studies Fund, Harvard University, 1980.
- The Khazar Kingdom's Conversion to Judaism. (Journal Article in Harvard Ukrainian studies, 1978)
- The Pechenegs: A Case of Social and Economic Transformation (Journal Article in Archivum Eurasiae medii aevi), 1975
- Two Migratory Movements in the Eurasian Steppe in the 9th-11th Centuries. (Conference Paper in Proceedings : Proceedings of the 26th International Congress of Orientalists, New Delhi 1964, Vol. 2)
- The Decline of the Empire of the Oghuz Yabghu (Journal Article in Annals of the Ukrainian Academy of Arts and Sciences in the United States), 1952.
- Пріцак, Омелян. Походження Русі. Стародавні скандинавські джерела (крім ісландських саг). – Т.І. – К.: Обереги, 1997. – 1080 с.
- Пріцак, Омелян Походження Русі. Стародавні скандинавські саги і Стара Скандинавія. – т. II. - К.: Обереги, 2003 – 1304 с.
Статйисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Die Herkunft der Alliohone und Allomorphe im Turkishen // UAJb, XXXIII, 1-2. Wiesbaden, 1961.
Асăрзавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Миф о хазаро-иудейском основании Киева 2015 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Голден П. Достижения и перспективы хазарских исследований // Хазары. Евреи и славяне. Том 16 (Jews and slavs, volume 16) / Сб. под ред. В. Петрухина, В. Московича, А. Федорчука, А. Кулика, Д. Шапиро. — Иерусалим: Гешарим; М.: Мосты культуры, 2005.
- Домбровский О. Памяти Омеляна Прицака (Спогади) // Український історик. — 2006. — Т. XLIII, 1-3. — С. 228—237.
- Портнов А. Історiї iсторикiв. Обличчя й образи української iсторіографїї ХХ столiття. — К.: Критика, 2011. — С. 185—199.
- Flier M. S. Omeljan Pritsak 7 April 1919-29 May 2006 // Harvard Ukrainian Studies. — 2004—2005. — Vol. 27, № 1/4. — P. 11—12.
- Frye R. Omeljan Pritsak (1919—2006) // Middle East Studies Association Bulletin. — 2006. — Vol. 40, № 2. — P. 314—315.
- Чоротегин Т. Чэкайэмо на вас Бишкеку! // Нуска. – 1995. - № 3. – Октябрь. – Б. 3.