Рерберг, Иван Иванович
Иван Иванович Рерберг (1869—1932) — вырăс инженерĕ, архитекторĕ. Хăйĕн ĕçĕсем çине архитектор тесе çырман, Инженер Рерберг тесе палăртнă. Иван Иванович Рерберг ӳнерçĕн ашшĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]И. И. Рерберг Рерберг инженерсен тăваттăмĕш сыпăкне кĕрет.
Пулас архитектор кадетсен корпусĕнче вĕреннĕ, салтакра сапёр çарĕсенче пулнă, 1896-мĕш çулта Петербургри Çар инженерĕсен академинчен çар инженерĕ пулса вĕренсе тухнă. Харьковри пăравус тăвакан завода тунă çĕрте вăй хунă.
1897-мĕш çулта Пушкин ячĕллĕ музейне тунă чухне Р. И. Клейнăн çумĕ пулса ĕçленĕ.
-
Мăн Хысна тăкăрлăкĕнчи гимнази
-
Çурçĕр Страхлакан этем пĕрлĕхĕ
-
Тĕп телеграф
Рербергăн автор проекчĕсем:
- Ильинкăри Çурçĕр Страхлакан этем пĕрлĕхĕн çурчĕ, 1909—1911 (М. М. Перетятковичпа В. К. Олтаржевскийпе пĕрле)
- Мăн Хысна тăкăрлăкĕнчи гимнази, 1912
- Лефорт хоспитăлĕн инфекци корпусĕсем
- Петровкăри Голофтей пассажĕ, 1913 — революциччен тунă, юлашки, Мускав пассажĕ (аркатнă, ЦУМăн хальхи çĕнĕ çурчĕ вырăнĕнче тăнă)
- Чистопрудный бульварти Мускав-Кейӳ-Воронеж чукун çулĕн правлени çурчĕ
- Кейӳ (Брянск) вокзалĕ (1914—1917)
1906 — 1918 çулсенче И. И. Рерберг МУЖВЗра архитектурăна вĕрентнĕ. СССР вăхăтĕнче Бауман ячĕллĕ МВТУра профессор вырăнĕнче ĕçленĕ.
Рербергăн 1917-мĕш çул хыççăнхи чи паллă ĕçĕ — Тĕвер урамĕнчи Тĕп телеграф çурчĕ (1927).
1934 çулта, архитектор вилнĕ хыççăн, 1930 çулта тума пуçланă Кремльти РККА пĕрлехи çарĕн шкул çуртне туса пĕтернĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- И. А. Прокофьева. "Первые московские пассажи"
- И. А. Прокофьева. Московские пассажи
- С. Б. Киселев. Проект реконструкции Центрального Телеграфа
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кун-çулĕ, кĕскен [1]