Сарă чарлан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сăрă чарлан

Чарлан - хуртан пысăкрах вăрăм ураллă, вăрăм мăйлă кайăк. Тăтăшрах колонипе пурнаççĕ. Çăмартисем (3-4) симĕс тĕслĕ, йăвара ытларах ами ларать. Чĕпписем йăвара тата ун çумĕнче икĕ уйăх ӳсеççĕ. Чи малтан ака уйăхĕнче аçи вĕçсе килет, йăва йышăнса тӳрлетме пуçлать, ун хыççăн мăшăрĕ килет, иккĕшĕ пĕрле йăва юсаса пĕтерсен пусса лараççĕ. Авăн уйăхĕнче Индине, Африкăна вĕçсе каяççĕ. Чăвашра чарлансен икĕ колонийĕ пур. Кашни çулах 400 ытла кайăк çу каçать.

Галерея[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]