Тăнайçи Пăлхарĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Република България
Болгари
Flag of Bulgaria.svg Coat of arms of Bulgaria.svg
Болгари ялавĕ Болгари гербĕ
LocationBulgaria.png
Патшалăх чĕлхисем полхар чĕлхи
Тĕп хула София
Чи пысăк хула София
Президент Росен Плевнелиев
Премьер-министр Бойко Борисов
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
102 вырăнта
110 910 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе (2000)
 - Йышлăхĕ
88 вырăнта
7 707 495
69 5/км²
Валюта ячĕ Лев
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +02 пуçласа +02 таран
Патшалăх гимнĕ Болгари патшалăхĕн гимнĕ
Тетел доменĕ .bg
Тел. префиксĕ 359

Болгари Республики (полх. Република България), — Европăн Балкан çурутравĕ çинче вырнаçнă патшалăх.

Болгарипе юнашар Греципе Турци, Сербипе Черногори, Македони тата Румыни вырнаçнă. Хĕвелтухăç енче çыранĕсем Хура тинĕс еннелле тухаççĕ. Чикĕ тăрршĕ — 2 245 çухрăм. Вĕсенчен 1 181 çухрăмĕ çĕр тăрăх, 686 çухрăмĕ юханшывсем тăрăх, 378 çухрăмĕ тинĕс урлă иртет.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Тĕп статья: Болгари кун-çулĕ

1230 çулхи пушăн 9-мĕшĕнче Клокотница çывăхĕнче болгарсемпе эпирсем хушшинче çапăçу пулса иртнĕ, ун хыççăн Балкан çурутравĕнче Болгари патшалăхĕ чи вăйлисен шутне кĕме пуçланă.

1885 çулхи чӳкĕн 14-28 хушшинче Болгари Сербипе вăрçăнса кайнă. Ку вăрçă хыççăн Болгари пĕрлешме май тупнине ытти патшалăхсем ĕнене пуçланă.

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи умĕн Болгари икĕ Балкан вăрçине хутшăнма тивнĕ. Ку икĕ вăрçă Балкан çурутравĕнчи туркăсен вăйĕ чакнипе, вĕсен витĕмĕ пĕчĕкленнипе вĕçленнĕ.

Пайланăвĕ[тӳрлет]

Болгари пурĕ 28 облаçе пайланать.

  1. Бургас
  2. Благоевград
  3. Добрич
  4. Габрово
  5. Хасково
  6. Кърджали
  7. Кюстендил
  8. Ловеч
  9. Монтана
  10. Пазарджик
  11. Перник
  12. Плевен
  13. Пловдив
  14. Разград
  15. Русе
  16. Шумен
  17. Силистра
  18. Сливен
  19. Смолян
  20. София хули
  21. София облаçĕ
  22. Кивĕ Загора
  23. Търговище
  24. Варна
  25. Велико Търново
  26. Видин
  27. Враца
  28. Ямбол

Болгари уявĕсем[тӳрлет]

Болгари хулисем[тӳрлет]

Тĕп статья: Болгари хулисем

Болгарире хальхи кун пурĕ 100 хула патнелле шутланать. Чи пысăк хула София, унта пурăнакан халăх йышĕ пĕр миллионтан иртет. Ыттисем ун пекех пысăк мар. Сăмахран, халăх йышĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнакан Пловдивра пурĕ те 340 пин ытларах çын çеç пурăнать. Çавăн пекех пысăк хуласен шутĕнче Варна, Багрус, Тусе, Кивĕ Загора, Плевен, Добрич, Сливен, Шумен хулисене асăнма пулать.

Патшалăх çĕрĕсем тинĕс хĕррине тухнă май чылай хула курортлă шутланать. Хăш-пĕр курорт вара пачах та пурăну вырăнĕ шутланмасть, вĕсене кĕскен «к.к.» (курорт комплексĕ), «к.» (курорт) пек палăртаççĕ.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

  • Никифор, патриарх Константинопольский, "Краткая история со времени после царствования Маврикия".
  • "Краткая история Болгарии (С древнейших времен до наших дней)", "Наука" кĕнеке кăларăвĕ, Мускав, 1987.

Курмалли[тӳрлет]

Ашмарин, "Древние болгары", Казань, 1903.

Каçăсем[тӳрлет]