Контент патне куҫ

Томас Гейнсборо

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Томас Гейнсборо
Thomas Gainsborough
Хăйне хăй сăнарлани, 1759 çул патне
Хăйне хăй сăнарлани, 1759 çул патне
Çуралнă чухнехи ят: Томас Гейнсборо
Çуралнă вăхăт: 1727, Çу, 14
Çуралнă вырăн: Садбери, Саффолк, Англи
Вилнĕ вăхăт: 1788, Çурла, 2 (61 çулта)
Вилнĕ вырăн: Лондон, Англи
Гражданлăх:
Жанр: çын тата çутçанталăк сăнарĕ
Вĕренӳ: Юбер Франсуа Гравло
Стиль: рококо
Викиампарти ĕçсем

Томас Гейнсборо (акăл. Thomas Gainsborough; 1727, çу, 14 - 1788, Çурла, 2) — анкăл сăрă ÿнерçи, ÿкерçи, сăн-питпе çутçанталăк сăнарçи.

Томас Гейнсборо шыва кĕни — 1727 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕ. Вăл пир, тум-тир сутăçи Джон Гейнсборопа унăн Сюзанна арăмĕн тăххăрмăш ачи пулнă.

Ачаллах Томас чĕрчунсене тăмран йăваласа сăнарлама тата ÿкерме иленнĕ. 13 çул тултарсан вăл ашшĕ-амăшне хăйне Лондона яма минретнĕ, вара, хăйĕн юлташă Филип Тикнесс каланă тăрăх, малашне укçаран хăйне-хăй тивĕçтернĕ.

Лондон. Садберине таврăнни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лондонра вăл кĕмĕл ăсти патĕнче пурăнма майлашнă, каярах Юбер-Франсуа Гравло, сăв. Мартин Академин вĕрентекенĕнчен вĕренме тытăннă. Чи малтанах Гейнсборо çутçанталăк сăнарĕсемпе кăсăкланнă. Унăн 40-мĕш çулсенчи ÿсен-тăран ÿкерчĕкĕсем упранса юлнă.

Пурнăç валли вăл çутçанталăка сăнарласа, кивелнĕ ÿнер ĕçĕсене çĕнетсе ĕçлесе илнĕ, Джон Бойделл çине ĕçленĕ.

Лондон, 1774-1788

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Некрасова Е.А. Томас Гейнсборо. — М.: Изобразительное искусство, 1990. - 224 с.