Уильям Блейк
Уильям Блейк | |
William Blake | |
Томас Филлипс, Уильям Блейк сăнарĕ, 1807 | |
Çуралнă вăхăт: | 1757 çулхи чӳк, 28 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Лондон, Аслă Британи |
Вилнĕ вăхăт: | 1827 çулхи çурла, 12 |
Вилнĕ вырăн: | Лондон, Аслă Британи |
Гражданлăх: | |
Жанр: | сăрă ӳнерçи тата сăвăç |
Вĕренӳ: | Патшалăх ӳнер академийĕ |
Стиль: | Мистицизм |
Сĕм янă: | XX-мĕш ĕмĕрти хĕвеланăç этеплĕхне |
Викиампарти ĕçсем |
Уильям Блейк (акăл. William Blake; Чӳк, 28 1757, Лондон - çурла, 12 1827, Лондон) — анкăл сăвăçи, сăрă ÿнерçи тата мистикĕ.
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Блейк 1757-мĕш çулта Лондон хулин Сохо пайĕнче, чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче, лавккаçă çемьинче çуралнă. Вăл çиччĕ ачаран виççĕмĕш пулнă. Уильям шкула вуннă çулччен çех çӳренĕ, унта çырма-вулама вĕренсен малалли пĕлĕвне килте вĕреннĕ — ăна амăшĕ вĕрентнĕ. Ашшĕ-амăшĕ протестантсем пулнă — Морави чиркĕвĕн диссентерĕсем пулса питĕ тĕне ĕненекенсем пулнă, çавăнпа та Блейк тавракурăмĕ çине Библи вăйлă витĕм хунă. Пурнăçĕ тăрăшшипех вăл уншăн чун хавалĕн тĕп çăлкуçĕ пулса юлнă.
Ачаллах Блейк грексен сюжетлă, ашшĕ ун валли туянакан ÿкерчĕксенчен ÿкерсе илме иленнĕ. Рафаэль, Микеланджело, Мартен ван Хемскер тата Альбрехт Дюрер хайлавĕсем те ăна классика калăпăсене юратма хавхалантарнă.
Майĕпен ку тăрмăшу ÿнер ĕçĕ патне илсе çитернĕ. Ашшĕ-амăшĕ, ачан вĕри чун-кăмăлне пĕлсе, ывăлĕ шкула çÿрейменшĕн ӳкĕннĕ, ÿнер ĕçне вĕрентме пуçланă. Тĕрĕссипе каласан, вĕренÿре Блейк хăйне мĕн килĕшнине çех вĕреннĕ. Унăн малтанхи ĕçĕсем Бен Джонсон тата Эдмунд Спенсер пултарулăхĕпе паллă пулнине кăтартаççĕ. Ун чухнех вăл сăвăсемпе кăсăкланма пуçлать.
1772-мĕш çулта Блейка 7 çула Джеймс Бэзир гравёр патне вĕренме панă. Вĕренÿ хыççăн, 21-ре, Блейк гравёр ĕçне алла илсе тухать.
1778-мĕш çулта Блейк Патшалăх ӳнер академине вĕренме кĕнĕ.
1782-мĕш çулта Блейк Кэтрин Бушерпа,— вĕренмен, анчах та çепĕç, хăйне пĕрре курсах юратса пăрахнă хĕрпе пĕрлешет. Вĕсем Блейк вилеччинех пĕрле пурăннă, унсăр пуçне каярах Кэтрин ун патне упăшкин чунĕ килсе каять тенĕ. Кэтрин хăй 1831-мĕш çулта вилнĕ. Вĕсем ачасăр пулнă, пĕртен-пĕр хĕрĕ çуралсанах вилнĕ.
Блейкăн «Поэтические наброски» сăвă пухăмĕ 1783-мĕш çулта тухнă. Вĕсене валли вăл хăй аллипе сăввисемпе ÿкерчĕкĕсене пăхăр хăма çинче касса кăларса пичетлет.
1784-мĕш çулта, ашшĕ вилнĕ хыççăн, Блейк Джеймс Паркерпа пĕрле пичет лаçĕ уçса радикаллă шухăшлă Джозеф Джонсон издательпе ĕçлеме пуçлать. Джонсон килĕ вăл вăхăтри «диссидентсен» чылайăшĕ пуçтарăннă вырăн пулнă. Кунта Блейк Уильям Вордсворт сăвăçпа паллашса франци революционерĕсен шухăшлавĕсемпе иленсе каять. 1789-мĕш çулта, франци Революци пуçлансан унăн «Песни невинности» сăвă пуххи, 1794-мĕш çулта вара — «Песни опыта» сăвă пуххи, вĕсен сăввисене вĕл якобин террорĕ саманинче çырнă, вăл Революцишĕн ÿкĕнсен тухнă.
Уильям Блейк 1827-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче, «Турăллă камит» валли хĕрсе кайсах ĕçленĕ чухне вилсе кайнă. Вăл хăвăрт та сарăмсăр вилнĕ.
1965-мĕш çултан Блейкăн чăн вилтăприне çухатса тĕрĕс вырăнне манса кайнă, вилтăпри чулне вара çĕнĕ çĕре куçарса хунă.
Пурăннă чух Блейк çывăх чыславçăсем хушшинче çех паллă пулнă, вилнĕ хыççăн ăна прерафаэлитсем çĕнĕрен «уçнă». XX-мĕш ĕмĕрти хĕвеланăç этеплĕхне вăйлă витĕм хунă. Блейк сăвви çине хунă «Иерусалим»
юрă Аслă Британин официаллĕ мар гимнĕ шутланать. Вырăс вулаканне сăвăçпа Самуил Маршак паллаштарнă, вăл пĕтĕм пурнăçĕпех унăн сăввисене куçарнă.
Ӳнер хайлавĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Адампа Ева Авель ÿтне тупни, 1826
-
Cатана тапăнса амантни, 1826–1827
-
Ньютон, 1795
-
Турă пĕрремĕш этеме, Адама туни, 1795
-
Хĕрлĕ юхха тата хĕвел тăхăннă хĕрарăм
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Peter Ackroyd, Blake, London, Sinclair-Stevenson, 1995
- Pierre Boutang, William Blake: manichéen et visionnaire, Paris, La Différence, 1990
- Armand Himy, William Blake, peintre et poète, Paris, Fayard, 2008
- Michael Phillips (sous la direction de) & al. : William Blake, le génie visionnaire du romantisme anglais, cat. exp. Petit Palais/Musée de la Vie romantique, éd. Paris-Musées, 2009
- A Comparative Study of Three Anti-Slavery Poems Written by William Blake, Hannah More and Marcus Garvey: Black Stereotyping by Jérémie Kroubo Dagnini for GRAAT On-Line
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Уильям Блейк Викивулавăшра? |
- Wikisource (englisch): William Blake - Quellen und Volltexte im Original
- Deutschsprachiges Internetportal über William Blake
- Das William-Blake-Archiv (englisch)
- Gedichte von William Blake beim Project Gutenberg (englische Originaltexte)
- Bilder von W. Blake
- Weitere Bilder W. Blakes
- Multimediales Projekt zu W. Blakes Werk in der Mineraliengrube Lengenbach, Binntal in den Walliser Alpen