Уй çерçийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Уй çерçийĕ - ял çерçийĕнчен кăшт пĕчĕкрех. Уйри, ял-хула хĕрринчи вăрмансемпе парксене, йывăç катисене килĕштерет. Çĕр чĕкеçĕсен йывисене те тиркемест. Çăмартисем (5-8) шупка шурă е сăрăрах тĕслĕ, тĕксĕм пăнчăсемлĕ. Ытларах йывăç хăвăлĕсемпе вĕллесенче йăва çавăраççĕ. Çу каçа икĕ-виçĕ хутчен чĕп кăларма ĕлкĕреççĕ. Хĕл каçма вĕçсе каймаççĕ. Чăвашра вĕсен йышĕ пысăк. Кĕр енне тырă пуссисене тапăнса пысăк сăтăр тăваççĕ.

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем