Улатакка

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Улатакка, е улатакка евĕрлисем (Picidae) — кайăксен улатакка евĕрлисен ушкăнĕн çемйи шутне кĕрет, çутçанталăкра 30 ăрат тата 220 ытла тĕрлĕ тĕсĕсем тĕл пулаççĕ. Куçса çӳрекенсем те, пĕр вырăнта пурăнакансем те пур. Вĕçме юратмаççĕ, кĕске хутлăха çеç куçаççĕ. Пĕчченех пурăнаççĕ.

Пĕчĕк тата вăтам калăплă вĕçен кайăкăн вăрăммăшĕ 8-50 см, йывăрăшĕ 7- 450 г. Çемйен чи пĕчĕкки Кăнтăр Америкăри ылтăн çамкаллă улатакка (Picumnus aurifrons) шутланать, унăн тăршшĕ 8 см, йывăрăшĕ 7 г кăна. Чи пысăкки —из Кăнтăр-Тухăç Азири мюллер мăн улатакки (Mulleripicus pulverulentus), унăн вăрăммăшĕ 50 см яхăн, йывăрăшĕ 450 г ытла. Халичченех кайăкăн пысăк тĕсĕсем — америка патша улатакки (Campephilus imperialis) (58 см, 600 г. ытла) тата шурă сăмсаллă улатакка (Campephilus principalis) (50 см, 500 г. яхăн) паллă пулнă, çапах та паянкуна вĕсем вилсе пĕтнĕ, пулас (ăна тĕплĕн çирĕплетмен).

Улатакка евĕрлисем, ытларах енĕпе, вăрмансенче йывăç çинче пурăнать, çавăнпа та ури унăн кĕске, вăрăм пӳрнеллĕ, çивĕç чĕрнеллĕ. Икĕ пӳрне мал, иккĕшĕ кай еннелле вырнаçнă. Чылай тĕсĕ, (Picumninae çемйе пайĕнче) пуçне, йывăç çинче çӳреме лайăх аталаннă хӳре тĕкĕсем пулăшаççĕ.

Улатаккан çинçе те çирĕп сăмса, унпа вăл çимĕç шыранă чух е йăва шăтăкне авăтнă чух хуйăрпа тата йывăçа таккать;

Улатакка кăткăсемпе те, термитсемпе те, йывăç вăррисемпе те (хĕлле), çырласемпе те апатланать.

Çутçанталăкра сарăлни[тӳрлет]

Çут тĕнчере пур çĕрте те пурăнать, полярçум регионĕсенче, Ирландире, Австралире, Çĕнĕ Зеландире, Çĕнĕ Гвинейре, Мадагаскарта тата океанри хăш утравсенче тĕл пулмасть.

Вуламалли[тӳрлет]

  • H. Winkler, D. A. Christie, D. Nurnie «Woodpeckers: A Guide to the Woodpeckers of the World» Boston. Houghton Mifflin 1995 ISBN 978-0-395-72043-1

Каçăсем[тӳрлет]