Контент патне куҫ

Тут

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Хуратут ҫинчен куҫарнӑ)
Хуратут
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тут (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хуратут (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Сарăтут (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Тут — тир çинчи пĕчĕк пигмент патисем, çутă- тата тĕксĕм-сарăх сăрлă (пилешсем), ытларах пит, алă сыппи, хăш чухне пĕвĕ çинче тĕл пулаççĕ. Тир ăшĕнчи сăрлакан меланина пула тухаççĕ. Тур паллисемпе пысăк пигмент патисем пек пысăкланман.

Тĕсне кура хуратут тата сарăтут пулать. Кулленхи калаçура çавăнпа «тут» тесе сайра калаççĕ.

Яланхилле вĕсем 4-6 çулхи ачасен сиксе тухаççĕ, 30 çултан иртсен сахалланаççĕ; хĕлле шуранкаланаççĕ, çулла тĕксĕмленеççĕ. Хĕвел çути сартута тĕксĕмлетет те, çĕнĕ меланина тăвать.

Хуратут ытларах çутă е хĕрлĕ çӳçлĕ çынсен пулаççĕ, ӳснĕçем вĕсен шучĕ сахаллан са пырать.

Хуратут тир чире е гентика пăтраштарăвĕ шутланмасть, анчах та сартутлă çынсене çутă йышăнакан меланин концентрацийĕ сахаллине пула УФ-пайăркисем ытларах сиенлеççĕ. Çавăнпа та çав çынсен хĕвел çутинчен хӳтĕлекен креме сĕрмелле тата хĕвел айĕнче нумай пулмалла мар.

Хуратут тĕсĕ (меланин тĕсĕнчен килет) çутă загартан тĕксĕм-хăмăра çити, Хĕвелпе ăшă çапнипе, курăнать.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Тут — ПСЭ
  • Веснушки. — М.: Государственное Научное издательство «Большая Советская энциклопедия», 1959.