Контент патне куҫ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чăваш Республики Министăрсен кабинечĕЧăваш Республикин ĕç тăвакан влаçĕн аслă органĕ. Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн яланхи ĕçлекен коллегиллĕ ĕç тăвакан аслă органĕ пулать. Юридици пайăр правиллĕ, Чăваш Республикин герб пичечĕ пур. Чăваш Республики министерствисен, патшалăх комитечĕсен тата ĕç тăвакан урăх органсен ĕçлĕхне йĕркелет.

Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕн пуçлăхĕ — И.Б. Моторин.

Право ĕç-пуçĕн никĕсĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Республикин Министăрсен кабинечĕ хăйĕн ĕç-пуçне Раççей Федераци Конституцине, федераци саккунĕсене, Раççей Федераци Президенчĕн хушăвĕсене тата Раççей Федерацин норма правиллĕ урăх акчĕсене, Чăваш Республикин Конституцине, Чăваш Республикин саккунĕсене, Чăваш Республики Президенчĕн хушавĕсене тата Чăваш Республикин норма право акчĕсене пăхăнса тытса пырать.

Чăваш Республикин Министăрсен кабинечĕ хăйĕн ĕç-пуçĕнче çак принципсене пăхăнса ĕçлет:

Министрсен кабинечĕн йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Республикин Министăрсен кабинечĕ шутне Чăваш Республикин Министăрсен кабинечĕн Ертӳçи, Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕн Ертӳçи çумĕсем (виçĕ пĕрремĕш çумĕ), Чăваш Республикин министрĕсем, Чăваш Республики Президенчĕн Администрацийĕн ертӳçи, Раççей Федераци Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин пур енлĕ элчи кĕрет.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.