Чеджу (утрав)
Чеджудо (кор. 제주도, Jeju-do) — Корей Республикин чи пысăк утравĕ тата чи пĕчĕк провинцийĕ. Тĕп хули — Чеджу. Утрав Корей пырĕнче Чолла-Намдо провинцийĕнчен кăнтăр-анăçнелле вырнаçнă.
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чеджу утравĕ — Европăра ăна малтан Квельпарт ятпа асăннă — вулкан ĕçĕпе тухса ларнăскер. Çакăнтах Халласан вулканĕ пур. Кунтах Кăнтăр Корейăри чи çӳллĕ тăвĕ — 1 950 м. Утрав темиçе çĕр миллион çул малтан вулкан аскăннă хыççăн çуралнă, вăл ытларах базальтпа лавăран пулнă. Климачĕ субтропиклă, Корейăн ытти çĕрĕсенчен ăшăрах. Çăвĕсем нӳрĕклĕ, хĕлсем типшарлă.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чеджудо малтан Тхамна ятпа ирĕклĕ патшалăх пулнă. 662 çулта ăна Силла патшалăхĕ çĕнтерсе илнĕ. 938 çулта, Силла арканса кайсан, Тхамна Корё протекторачĕн айне лекнĕ. 1105 çулта Тхамна хăйĕн автономине çухатнă та Корё провинцийĕ пулса тăрать. Ыйджон патша утравăн ятне улăштарать, вара утрав Чеджу ят илет. 1271 çулта Чеджу утравĕнче монголсене хирĕçле Самбёльчхо пăлхавĕ тапранать. Пăлхава пусарнă хыççăн 1273 çулта Чеджу утрав монголсен аллине куçать. 1367 çулта утрав каллех Корё пайĕ пулать. Япунсем 1910 çулта Корейăна оккупациленĕ хыççăн Чеджу ятне Сайшу япун ятне куçараççĕ, мĕншĕн тесен япун чĕлхинче ханчча иероглифĕсемпе çырнă «Чеджу» сăмаха «Сайшу» теççĕ. Çĕршыва ирĕклĕхе кăларсан Чеджу Корей шутне кĕрет. 1946 çулчен утрав Чолла провинцийĕнче, кайран хăй провинци статусне çĕнтерсе илет.
Культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чеджудо культури континентлă Корей культуринчен уйрăлса тăрать. Чи паллă культура артефакчĕ — харубан («чул мучи»), ăна лава чулĕнчен касса кăларнă. Чеджудо çыннисен пурнăçĕн тепĕр аспекчĕ — матриархатлă çемйе. Çак йăла Удо тата Мара çыран хĕрринчи çĕрсенче питĕ анлă саралнă, утравăн ытти çĕрĕсенче сахал тĕл пулать. Çак йăлан чи паллă тĕслĕхĕ ханё (해녀; 海女, «тинĕс хĕрарăмĕ») шутланать – хĕрарăм çемйере асли пулать. Вĕсем шыва питĕ тарăн чăмса (аквалангсăрах) моллюскоăсене, тинĕс чĕрĕпĕсене тата урăх тинĕс апачĕсене пуçтараççĕ.