Чернова Вера Иосифовна
Курӑнакан калӑплав
Чернова Вера Иосифовна — чăваш спортсменĕ. 1941 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăкра çуралнă. 1965 çулхи авăнăн 11-мĕшĕнче Омскра вилнĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1963 çулта Омскри физкультура институтне Хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. 1965 çулта çĕре кĕнĕ, ун чухне ăна 24 çул кăна пулнă.
1967 çултанпа Чăваш Енĕн Комсомольски районĕнче ăна халалласа кашни çул йĕлтер ăмăртăвĕсем иртеççĕ.
Çитĕнĕвĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Йĕлтĕрпе ярăнма Комсомольски районĕн ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕреннĕ.
1960 çулта йĕлтĕрпе чупса «СССР спорт мастерĕ» ята тивĕçнĕ. 1964 çулта РСФСР чемпионĕ ята çĕнтерсе илнĕ. 1962 çулта Пĕтĕм тĕнче универсиади иртнĕ, унта та вăл хăйне кăтартнă — чемпион ятне илнĕ. 1964 çулта ушкăн шутĕнче 4х5 çх йĕлтĕр ăмăртăвĕнче СССР чемпионĕ пулса тăнă.