Шăпчăк

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шăпчăк
Luscinia megarhynchos

Шăпчăк - çерçирен пысăк кайăк. Çулçăллă вăрмансене килĕштерет, садсемпе парксене вырнаçать. Уйрăмах нӳрĕ вырăнсенче тăтăшах тĕл пулать. Çăмартисем (4-5) сăрă е сăрăрах хăмăр тĕслĕ. Йăвине çĕр çинче тăваççĕ. Аçи çуркунне чи малтан вĕçсе килет. Маларах ваттисем çитеççĕ. Çамрăк аçасем ваттисемпе юнашар вырнаçма тăрăшаççĕ. Час-часах йăва лаптăкĕшĕн хирĕçеççĕ. Кайран килĕштерсе пурăнаççĕ. Хăш чухне ватă аçапа çамрăкки пĕр турат çине ларса юрланине те курма пулать. Апата çĕр çинче пуçтараççĕ. Малтанхи шăпчăксем çу уйăхĕн 8-10-мĕшĕсенче вĕçсе килеççĕ. Кăнтăралла утă уйăхĕн вĕçĕнче, çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче çул тытаççĕ.

Каçăсем[тӳрлет]