Шутлав йĕрки
Шутлав йĕрки — хисепсене çыру паллисемпе кăтартмалли символлă çыру меслечĕ. Шутлав йĕркисене тăрăмлисем, тăрăмсăррисем е хутăшлисем çине уйăраççĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Тăрăмлă шутлав йĕркисем
- Тĕп статьйи Тăрăмлă шутлав йĕрки.
Тăрăмлă шутлав йĕркисенче пĕр хисеп паллиех (цифрă) хăйне çырса палăртнă чух тĕрлĕ шутлă пулать — çак хисеп разрячĕнчен килет. Цифрăсене хăш вырăнта тăнине палăртса нумĕрлесси шумерсемпе вавилонсен тапхăрĕнче пуçланса кайнă; çакăн пекех нумерлессине индуссем те тытса пынă — куя япала этемлĕх тĕнчие питĕ мăнаç ĕç вĕçĕсене илсе тухать. Çакăн пек системăсем шутне хальхи вуннăллă шутлав йĕрки кĕрет, вăл пӳрнесемпе шутланинчен çуралать. Вăтам ĕмĕрсенче Европăра итали купсисенчен аталанса каять, лешĕсем çак шутсене мăсăльмансенчен туяннă пулнă.
Кашни тăрăмлă йĕркине пĕр хисеппе палăртаççĕ
(шутлав йĕркин тĕпĕ теççĕ ăна), вара кашни разрядри
виçесене юнашар çӳллĕ разрядри виçесемпе пĕрлештереççĕ.
тĕпĕллĕ шутлав йĕркине те b-иллĕ теççĕ.
Х хисепе b-иллĕ шутлав йĕркинче b хисепĕн йĕрĕллĕ комбинациллĕ степенĕсемпе кăтартма пулать:
, ăçта
— цифрăсем ятлă тулли хисепсем, вĕсем çак танмарлăха юраççĕ
.
Çакăн пек çырнинчи
кашни степĕнне разряд теççĕ, разрячĕсен аслăлăхне тата вĕсен тивĕçлĕ цифрăсене
кăтартаççĕ. Яланхиллĕ нульпе тан мар
хисепе b-иллĕ кăтартнă чухнехи аслă цифри
те нульпе тан мар пулмалла.
Эхер те урăхла вуланмасан (тĕслĕхрен, пĕтĕм цифрăсне хăй евĕр (уникаллă) çыру паллисемпе кăтартмасан),
хисепе b-иллĕ цифрăсен умлă-хыçлăхĕпе çыраççĕ, сулахайран сылтăмалла разрячĕсем кĕçĕнленсе пыраççĕ:
Тĕслĕхрен, çĕр виççĕ хисепе вуннăллăшутлав йĕркинче çапла çыраççĕ:
Халĕ чылай усă куракан тăрăмлă йĕркесем:
- 2 — иккĕллĕ (дискретлă математикăра, информатикăра, программăланинче)
- 10 — вуннăллă шутлав йĕрки
- 16 — вунулттăллă (ытларах программăлани ĕçĕсенче, çаплах шрифтсенче усă кураççĕ)
- 60 — утмăллă (кĕтессене виçнĕ чух, сăмахран, долготы тата широты)
[тӳрлет] Хутăшла шутлав йĕркисем
Хутăш шутлав йĕрки
- виçеллĕ шутлав йĕркин пĕтĕмлетĕвĕ шутланать, çаплах хăй чух вырăнлă шутлав йĕрки ĕретне те кĕрет. Хутăш шутлав йĕркин тĕпĕ ӳссе пыракан
хисепĕсен
умлă-хыçлăхне йĕрĕллĕ комбинацилле çыраççĕ:
, ăçта
коэффициенчĕсем (малтанхи пекех вĕсене цифрăсем теççĕ) хăшпĕр чараксене лартаççĕ.
хисепе хутăш шутлав йĕркипе унăн цифрисене
индексĕ ӳксе пынă май, пĕрремĕш нуллĕ марĕнчен пуçласа, çыраççĕ.
Эхер
хăш-пĕр
тĕрĕс, вара хутăш шутлав йĕрки
-виçеллĕ шутлав йĕркипе пĕр пулать.
Хутăш шутлав йĕркинче чи паллă вырăнли — вăхăта талăк, сехет, минутă тата çекунтă хисепесемпе çырни. Кун чух d кун h сехет m минутă s çеккунтă
çеккунтăна пĕлтерет.
[тӳрлет] Фибоначчи шутлав йĕрки
Фибоначчи шутлав йĕрки Фибоначчи хисепĕсем никĕсĕпе тытăнса тăрать.
, ăçта
— Фибоначчи хисепĕсем —
, çакăн чух
çырнинче икĕ виçе умлă-хыçлă тĕл пулмаççĕ.
[тӳрлет] Факториаллă шутлав йĕрки
[тӳрлет] Биномлă шутлав йĕрки
[тӳрлет] Майя шутлав йĕрки
Майя 20-лĕ шутлав йĕркипе пурăннă, çапах та вĕсен пĕр кăларса пăрахни пулнă: иккĕмĕш разрядра 20 ступенĕ мар, 18 çеç пулнă, (17)(19) хыççăн тӳрех (1)(0)(0) кайнă.
[тӳрлет] Тăрăмсăр шутлав йĕркисем
Тăрăмсăр шутлав йĕркисенчи виçе цифрăна палăртмасть, хисепре хăш выранта тăнинчен те килмест. Çак чух йĕрке цифрăсен вырăнĕн йĕркелĕхне хĕстерме пултарать, тĕслĕхрен, вĕсене аслинчен пуçласа кĕçĕнни еннеле вырнаçтарсаи лартса хурать.
[тӳрлет] Рим шутлав йĕрки
Рим йĕрки тăрăмсăр шутлав йĕркин канонлă тĕслĕхĕ пулать. Унта цифрăсен вырăнне латтин сас паллисемпе ĕçлеççĕ:
I пĕлетĕвĕ 1,
V — 5,
X — 10,
L — 50,
C — 100,
D — 500,
M — 1000
Тĕслĕхрен, II = 1 + 1 = 2
кунта I символĕ 1 пулать, кирек епле вырăнта та.
Тĕплĕн каласан, рим йĕркийĕ пĕтĕмлех тăрăмсăр мар пулаймасть, мĕншĕн тесен пысăкраххинчен маларах ларакан пĕчĕкрех цифра, пысăккин шутне ӳкерет, тĕслĕхрен:
IV = 4, çав хушăрах:
VI = 6
рим цифрисем вулăр.
[тӳрлет] Юлашки классен системи (ЮКС)
Хисепе Юлашки классен системи (йĕрки) вычет пĕлтерĕвĕпе юлашкисен китай теореми çинче никĕсленет.
[тӳрлет] Хисепсене ЮКС йĕркинчен вуннăллă шутлава куçарасси
[тӳрлет] Штерн-Броко шутлавĕн йĕрки
Штерн-Броко шутлавĕн йĕрки — Штерн-Броко йывăçĕ тĕпĕпе пурлă вак хисепсене çырмалли меслет.
[тӳрлет] Каçăсем
- Л. Н. Беляева., «Системы счисления и признаки делимости».
- С. Б. Гашков. Системы счисления и их применение, Серия "Библиотека «Математическое просвещение»", выпуск 29, 2004.
- С. В. Фомин, «Системы счисления». «Популярные лекции по математике», выпуск 40, М., «Наука» 1987 г., 48 стр.
- Яглом И., «Системы счисления», Квант, № 6, 1970.
- Что такое система счисления?
- SZTAKI Desktop Grid
, ăçта
— цифрăсем ятлă тулли хисепсем, вĕсем çак танмарлăха юраççĕ
.

, ăçта
коэффициенчĕсем (малтанхи пекех вĕсене цифрăсем теççĕ) хăшпĕр чараксене лартаççĕ.
, ăçта
— Фибоначчи хисепĕсем —
, çакăн чух
çырнинче икĕ виçе умлă-хыçлă тĕл пулмаççĕ.